Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене - пулăшу
Патшалăх хăй тĕллĕн ĕçлекенсене курăмлă пулăшу парать. Субсиди, çăмăллăхсем илмешкĕн «Самозанятость» программăна хутшăнмалла.
Программăпа кам усă курĕ? Кам вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен?
Ăна ĕçпе тивĕçтерекен те, тара илнĕ çын та çук. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тупăш илекен шутланать.
Хăй тĕллĕн ĕçлекен - çăмăллăх кỹрекен е тавар сутакан - кашни уйăхра 4 процент налук тỹлет. Пайтаçăпа танлаштарсан унăн отчет тумалла мар, документсемпе çỹремелле мар. «Самозанятость» программăна хутшăнсан кашни уйăхрах, 25-мĕш числоран кая мар, тупăшран автомат йĕркипе налук тытăнса пырать.
2020 çулхи майăн 27-мĕшĕнче Раççейре пĕчĕк тата вăтам бизнеса, хăй тĕллĕн ĕçлекене пулăшас тĕлĕшпе саккун йышăннă. Вăл бизнеса финанс тата пурлăх енчен тĕревлессипе çыхăннă. Çав шутра муниципалитет пурлăхне йỹнерехпе арендăна парасси, çăмăллăх кредичĕпе, субсидипе, бизнес йĕркелеме тата аталантарма грантпа тивĕçтересси тата ытти те. Вĕсем «Манăн бизнес» центрта кредит, налук, бухучет ыйтăвĕсемпе консультацие тỹлевсĕр илме, ятарлă курссенче пĕлĕве ỹстерме, рынокра уйрăмах кирлĕ профессие алла илме, ăсталăха туптама пултараççĕ.
«Самозанятость» программăна хутшăнас тесен мĕн тумалла?
1. Телефона «Манăн налук» ятарлă приложение вырнаçтармалла, AppStore тата Google Play программăсем урлă тỹлевсĕр усă курма пулать. Çавăн пекех федерацин налук службин веб-версийĕ те пур.
2. Приложенире регистрациленмелле. Çакна кирек хăш вăхăтра, налук службине каймасăрах тума май пур.
3. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн налук мĕн чухлĕ тỹлемеллине приложенире хăех шутлать. Гражданинăн ĕç-хĕлрен кĕрекен тупăшпа чек йĕркелемелле.
4. Хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çăмăллăхĕпе усă куракан çыннăн электрон почтине е телефонне ыйтса пĕлмелле, приложенире тупăша тата вăл мĕнрен кĕнине кăтартмалла. Сутнă тавар е кỹнĕ çăмăллăх чăнлăхпа тỹр килмелле.
5. Приложенире налук тỹлекен уйрăм çын е организаци пулнине палăртмалла. Çакă налук ставкине витĕм кỹрет: уйрăм çыншăн вăл - тăватă процент, пайтаçăпа организацийĕн 6 процентпа танлашать. Енчен тавара уйрăм пайтаçа е организацие сутсан вĕсен ИНН кирлĕ. Чекра кăтартнă хисепрен налук тытăнмасть.
«Самозанятость» программăна хутшăнса субсиди илме пултарни тăкаксене чакарма, тупăша ỹстерме май парĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекен çын ку чухне пĕр ĕнешĕн - 5500, иккĕшĕн - 6500, виçĕ е ытларах пуçшăн 7500 тенкĕ (кашниншĕн) илет. Унсăр пуçне вăл ĕне йышне ỹстерсен выльăх туянма кайнă тăкака республика бюджетĕнчен 70 пин тенкĕ таран саплаштараççĕ. Ăратлă выльăх илнине пăхмасăр (вăл 150-190 пин тенке яхăн) патшалăх 70 пин тенкине кăна тавăрса парать. Йỹнĕрехпе туянсан укçа сахалрах тивет, анчах виçĕ çулта унăн çав ĕнене сутма, кĕтĕве чакарма юрамасть. Кăçалтан хушма хуçалăхсен электрон кĕнекине йĕркелесшĕн. Ăна ветеринари, ытти служба асăрхаса тăрĕç.
Çавăн пекех кăçалтан федераци хыснинчен хушма хуçалăхсене çĕр улми, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт туса илме каякан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма палăртаççĕ.