Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

77 çула асăнса - 77 тĕп çăка

77 çула асăнса - 77 тĕп çăка

СОВЕТ халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 77 çул çитет. Çак ятпа республикăра, çав шутра пирĕн районта та, тĕрлĕ мероприяти ирттерĕç. 

Район ертỹçисене эпĕ çакăн пек сĕнỹ парасшăн: атьăр-ха кашни ял тăрăхĕнчех «77 çул ячĕпе  77 тĕп йывăç» ятлă акци ирттерер, хунавсене Çĕнтерỹ аллейине лартса хăварар. 

Паллах, тĕрлĕ йывăç лартма пулать, çапах та эпĕ çăка йывăççине лартма сĕнесшĕн. Мĕншĕн тесен çăка чăвашлăх символĕ шутланать. Вăрçă çулĕсенче çăка пушăтĕнчен тунă çăпата пин-пин çынна урана тăхăнмаллипе тивĕçтернĕ, Сăр хĕрринче хỹтĕлев чиккине тунă чухне те шăмăршăсем пурте тенĕ пекех çăпата сырса ĕçленĕ. 

Архиври документсем çирĕплетнĕ тăрăх, 1942 çулта Шăмăршă районĕнчи ватă çынсем патшалăх валли 300 мăшăр çăпата туса панă. Урана тăхăнмалли çак хатĕре Хусанти çар госпитальне илсе кайнă. Çапла вара Шăмăршă çăпати те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă теме пултаратпăр. 



08 апреля 2022
15:49
Поделиться