Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юратнă хаçат - кашни киле

Юратнă хаçат - кашни киле

Районта тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата паян пин те улт çĕр ытла çын çырăнса илет. Вулакансем хушшинче Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакансем çеç мар, ытти районсенчен тата Шупашкартан та пур. Редакцинче ĕçлекенсем кашни номер кăсăклă тухтăр тесе тĕрлĕ темăна çутатма тăрăшаççĕ.

Хаклă вулаканăмăрсем! Районти çыхăну уйрăмĕсенче апрелĕн 4-14-мĕшĕсенче «Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ» акци иртет. Çак вунă кун хушшинче почтăра 2022 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата йỹнĕрех хакпа- 368 тенкĕ те 46 пуспа çырăнма май пур.

Альтернативлă майпа çырăнас текенсене редакци çуртĕнче кĕтетпĕр. Кун пек майпа хаçата редакцине хăвăрăн килсе илмелле пулать. Унăн хакĕ - 250 тенкĕ. Килтен тухмасăр хаçатра пичетленекен хыпарсене вуласа пĕлес текенсем валли электрон çырăнтарăвĕ йĕркеленĕ. Хакĕ - 200 тенкĕ.



01 апреля 2022
12:54
Поделиться