Вăрçа сивлерĕç
Украина нацисчĕсене хирĕç кĕрешекен Раççей Хĕç-пăшал вăйĕсене тата çĕр-шывăмăра пулăшас-хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри акцие Шăмăршă районĕнчи обществăлла-патриотизмла организацисем (пуçаруçи - районти ветеран пограничниксен ушкăнĕ) те хутшăнчĕç, авточупу йĕркелерĕç.
Малтанах авточупу ертỹçи Е.Сетриванов, район пуçлăхĕ Ю.Ермолаев патриотсен стройĕ умне тухса сăмах каларĕç, акцие хутшăнни вăрçа сивлени иккенне палăртрĕç.
15 экипажпа 30 ытла çын Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕсене çĕклесе, çутăпа та хăватлă сасăпа паллă парса, районти мĕн пур ял-паççулкка çитсе килчĕç. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксемпемемориалсем умне чарăнчĕç. Хаяр вăрçăра вилнисене чыс туса самантлăх шăп тăчĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç. Ял çыннисем пĕлтерĕшлĕ акцие хутшăнакансене тăвăллăн алă çупса, хыттăн: «Урра!» - кăшкăрса кĕтсе илчĕç, ăсатса ячĕç. Вĕсем вăрçа чунтан сивлени куççультен палăрчĕ.
Акци иртен пуçласа каçчен тăсăлчĕ. Вăл патриот чунлисене пĕрлештерчĕ, пурне те миршĕн кар тăмаллине тепĕр хут ас тутарчĕ. З.Воробьева.