Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Хурçă утсем» «кỹлме» хатĕр-и?

«Хурçă утсем» «кỹлме» хатĕр-и?

Çуркунне çитрĕ: юр ирĕлет, шыв юхать. Çавна май ял ĕçченĕсем çур аки çывхарнине туйма пуçларĕç.

Хĕл тăршшĕпе аграрисем акмалли тырă вăрлăхне сортларĕç, улăштарчĕç, туянчĕç, ял хуçалăх техникине çĕнетрĕç, удобрени янтăларĕç - черетри акана хатĕрленчĕç. Техника уçă вырăнта упраннăран хĕллехи условире хăш-пĕр хуçалăх юсав ĕçĕсене вĕçлеймен. Халĕ вĕсенче машина-трактора, сухаламалли-акмалли хатĕрсене юсаççĕ.

Районти гостехнадзорăн инспекцийĕн начальникĕ Владимир Матвеев тата район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Виталий Давыдов çак кунсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çитсе курчĕç, кунта çитес çур акине мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăхсем хире тухма хатĕр. Акă «Победа» тулли мар яваплă обществăн трактор паркĕнче хатĕрленỹ ĕçĕ вĕçленнĕ, техникăна тĕрĕслев витĕр кăларса ĕçе пуçăнмашкăн ирĕк илмелли çеç юлнă. Хуçалăх патшалăх пулăшăвĕпе иртнĕ çул - хăватлă «Кировец»-К735М трактор тата тырă пухса илмелли ACROS-550 комбайн (21млн та 676 пин тенкĕлĕх), кăçал виçĕ Беларус - 82.1 трактор туяннă. Çĕнĕ ял хуçалăх техники пуррине пăхмасăр, «Победа» ООО ăстисем хăйсем те хăш-пĕр агрегат ăсталама шутланă: иртнĕ çул 472 пин тенкĕлĕх туяннă СБГ-11/2 сцепка техникин эскизне тĕпе хунă. Хăйсен аллипе туса хатĕрленĕ агрегат нумай йỹнĕрех ларать. Хуçалăх ертỹçиВ.Абсалямов Владимир Мульдияровпа Вячеслав Андреев ăстасене куншăн çеç мар, опрыскиватель тунăшăн та мухтать.

«Агрофирма «Колос» тулли мар яваплă обществăра та ял хуçалăх техникине юсас ĕç вĕçленни савăнтарать. Тĕрĕслев комиссийĕ çитнĕ чухне Петр Макаров механизатор кунта Беларус-1523 трактор двигательне юсатчĕ.

Олег Хлюкинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те ял хуçалăх машинисем, тĕпрен илсен, юсавлă. Слесарьсем кунта юлашки агрегатсене «сиплетчĕç». Ултă «хурçă утран» иккĕшне «сиплемелли» юлнă. Çак кунсенче Канаш хулинчен Т-150К тракторăн юсанă двигательне тата хăш-пĕр пайсене илсе килмелле. Сăмах май, кунта трактор паркĕ кивĕ, - çавна май ăна тата техникăна çĕнетес енĕпе тимлемелле. Палăртма кăмăллă, фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Виктор Александров механизаторсем çителĕклине, халех столовăй ĕçлеме пуçланине палăртрĕ.

Ял хуçалăх техникин юсавлăхĕ, вăрлăх тата удобрени çителĕклĕхĕпе пахалăхĕ, çур акине вăхăтлă туса ирттерни - вăйлă тыр-пул тухăçлăхĕн, экономика аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Вĕсенчен килет мар-и-ха пурнăçăмăрăн тĕрекĕ?

Пĕрлехи вăйпа палăртнă тĕллевсене пурнăçлатпăрах!



01 апреля 2022
12:52
Поделиться