Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тавар çителĕклĕ

Тавар çителĕклĕ

Сахăр тата ытти тавар çителĕклĕ-и? - Ку ыйтăва РФ промышленноçпа суту-илỹ министрĕн çумĕ Виктор Евтухов хуравланă.

Супăнь-шампунь те пур
- Пирĕн çĕр-шывра сахăра çителĕклех туса кăлараççĕ. Ăна ют çĕр-шыва ăсатма тата ют çĕр-шывран илсе килме чарнă. Çынсем сахăра мĕншĕн нумай туянаççĕ?

- Раççейре сахăра 5 процент кăна хаклатма йышăннă, анчах усламçăсем ăна туянаççĕ те хаклатса сутаççĕ. Пур пĕр çынсем ăна темиçе уйăхлăх (пĕрисен - виçĕ, теприсен 6 уйăха та çитет пулĕ) туянса хучĕç.

- Сахăра туянса хуни вырăнлă-и?

- Çывăх вăхăтра сахăр туянакан сахалланĕ. Ăна нумай илсе хумалла мар. Кайран ăна каялла тавăрса параймăн, йỹнелме те пултарĕ. Мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ кăна туянмалла.

- Супăнь-шампунь енĕпе лару-тăру еплерех?

- Вĕсем те çителĕклех, 2-3 уйăхлăха хатĕрлесе хунă. Хăш-пĕр лавккара сентресем пушанни таварпа тивĕçтерекенсем вĕсене вăхăтра илсе килменнипе çеç çыхăннă. Раççейре гигиена хатĕрĕсем туса кăларакан 15 завод ĕçлет. Чĕр тавара 2-3 уйăхлăх туянса хунă, вăл 6 уйăхлăха çитет. Чĕр таварпа ют çĕр-шыв предприятийĕсем тивĕçтереççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри кăна килĕшĕве пăрахăçланă. Куллен кирлĕ ытти тавар та ытлашшиех. Пирĕн çĕр-шывра савăт-сапа тата ытти япала туса кăларкан завод сахал мар.

- Лавкка тата ытти çĕрте касса чекне мĕншĕн пама пăрахăçланă?

- Касса ленти те çителĕклех туса кăлараççĕ. Ăна туянакан нумайланнă. Çавă çеç. Çакна кура Федерацин налук служби лавккара чек памасан штрафлама пăрахĕ. Туянакан ыйтсан ăна кăларса памаллах.

Лавккасене вăхăтра тивĕçтереççĕ

Чăваш Енри лавккасене таварпа вăхăтра тивĕçтереççĕ. Кỹрсе килекен тавар калăпăшне 10 процент ỹстернĕ.

- Паянхи лару-тăрупа усă курса хăш-пĕр предприниматель куллен усă куракан япаласен хакне ỹстернĕ, - палăртнă ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алексей Шурчанов. - Килпетсĕр хăтланакансем саккунпа килĕшỹллĕн явап тытĕç. Чăваш Енре хаксене мониторинглакан цифра платформине йĕркеленĕ.

Андрей Михайлов.

Пĕлме

Куллен усă куракан таварсене хаклатса сутнине асăрхасан ЧР Экономика аталанăвĕн министерствине - 56-52-42, Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленине 62-25-88 номерпе шăнкăравласа пĕлтермеле.



25 марта 2022
10:21
Поделиться