Газ кĕртме - çăмăллăх
Чылайăшĕ кил-çурта вутăпа хутса ăшăтнине маннă ĕнтĕ, анчах та хальлĕхе çут çанталăк газĕ çитеймен çуртсем те пур. Çак ырлăха вĕсенче пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Газпа тивĕçтерес ыйту çĕр-шывра çивĕч пулнине кура пăрăхсене кил-çурт патне тỹлевсĕр çитерме йышăннă. Ку программа пĕлтĕр ĕçлесе кайнă. Çак çăмăллăхпа усă курма 3 пин ытла çын заявка тăратнă. Хальлĕхе 1700 килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр çынна кил-çурта çут çанталăк газĕ кĕртнĕ чух укçан пулăшу кỹреççĕ. Вĕсен газ кăмаки, плита тата счетчик туянма 20 пин тенкĕ таран илме май пур. Ку пулăшăва сусăр ача çитĕнтерекен çемьесем, нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесем, вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем тивĕçеççĕ.