Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ейỹ шỹтлемест!

Ейỹ шỹтлемест!

ХĔЛ çуркуннене çул пачĕ тенĕпе пĕрех, çанталăк улшăнса тăрать: ирхине сивĕ, кăнтăрла ăшăтса ярать, çĕрле кỹлленчĕксем каллех шăнса лараççĕ. Хĕвел хĕртнĕçемĕн юр пусăрăнать, ирĕлет.

Çырмасенчи пăр çаплах çирĕп пек туйăнать те-ха, анчах ку питĕ ултавлă. Çуркуннехи ăшă хĕвел пайăркисем ăна та «çиеççĕ». Çурхи ейỹ вăхăчĕ çывхарать. Юхан шывсем çинчи пăр кунсерен çỹхелсех пырать. Ун тăрăх çỹреме питĕ хăрушă: кирек хăш самантра та ура айĕнче шăтăртатса саланса кайма, шыв çине çавăрса çапса хăй айне тума пултарать.

Шыв сарăлнă вăхăтра канавсем, вакăсем те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче капкăнсем - шăтăксем, пусăсем - пулма пултараççĕ.

Çуркуннехи ейỹ уйрăмах ачасемшĕн хăрушă. Ашшĕ-амăшĕпе аслисен асăрхавĕсĕр юлсан вĕсем, хăрушсăрлăх йĕркине пĕлмесĕр, çыран хĕрринче выляççĕ, пăр çинчен пăр çине сикеççĕ, тепĕр чухне тата çỹхелсе çитнĕ пăр çинче пулă тытма та хăтланаççĕ... Çакăн пек çăмăлттайлăх вара хутран-ситрен инкек патне илсе çитерет.

Çуркунне ачасем ăçта вылянине тĕрĕслесех тăмалла. Çак тапхăрта шăпăрлансене шыв- шур çывăхне аслисемсĕр ямалла мар, уйрăмах пăр кайнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Вĕсене юхан шывсем çывăхĕнче ашкăнма, хăйсем тĕллĕн тунă сулă, хăма, катăлнă пăр çинче ярăнма чармалла. Ачасене хăрушсăрлăх йĕрки çинчен уçăмлăн ăнлантарса памалла.

Асра тытăр: ейỹ тапхăрĕнче, пăр кăшт çеç кайнă вăхăтра та, инкеке ытларах ачасем лекеççĕ. Çавăнпа та хамăрăн тĕпренчĕксене тимлĕхрен пĕрре те вĕçертмелле мар, яланах сыхă пулмалла.



25 марта 2022
10:27
Поделиться