Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çул-йĕре çĕнетме

Çул-йĕре çĕнетме

Чӑваш Енре ҫул-йӗре юсама тата ҫӗннисене хута яма нихӑҫанхинчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Власть органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 1,6 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла фонд 7,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кун пекки халиччен пулман. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫул-йӗр фондӗнче 5,8 миллиард тенкӗ пулнӑ. 2017 ҫулта - 4,8 миллиард тенкӗ. Кӑҫал ку укҫапа 370 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ, 15,5 ҫухрӑм ҫӗннине хута ярӗҫ.



18 марта 2022
10:34
Поделиться