Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Çĕнтерỹ поезчĕ» - Шупашкарта

«Çĕнтерỹ поезчĕ» - Шупашкарта

МАРТĂН 19-21-мĕшĕсенче республикăмăрта пурăнакансен «Çĕнтерỹ поездне» - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă питĕ пысăк истори проектне - кайса курма май пур.

Экспозицие кайса курас тесен тỹлевсĕр билет туянмалла тата поездпобеды.рф официаллă сайт çинче регистрациленмелле. Паянхи кун тĕлне поезд пĕтĕм çĕр-шывăмăр тăрăх - Крымран пуçласа Владивосток таран - иртнĕ. Шупашкар - «Çĕнтерỹ поезчĕ» çитнĕ 92-мĕш хула.



18 марта 2022
10:42
Поделиться