Дефицит çук
ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗм сахӑра Раҫҫейре туса кӑлараҫҫӗ, вӑл - дефицит мар. Çавна май халăх сахăра запас туянса хуни вырăнсăр. Коронавирус сарӑлма тытӑнсан халӑх хура тул илме тытӑннӑччӗ. Ку информаци тапӑнӑвӗн витӗмӗ те. Халӗ ҫакнашкал каларӑш та пур: ӗнер - памперс кунӗ, паян сахӑр кунӗ пулнӑ, ыран вара кӗрпе кунӗ пулӗ.
Çынсенчен нумайӑшӗ ҫакна ӑнланаҫҫӗ: ирхи, каҫхи апата сахӑра кашӑкӗ-кашӑкӗпе ҫимеҫҫӗ-ҫке. Çавӑнпа та вӗсем ёна малтанхи пекех пӗр-ик пачкӑпа ҫеҫ илеҫҫӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан, тавар дефицичӗ пулас
хӑрушлӑх ҫук. Апла михи-миххипе кӗрпе, сахӑр туянма кирлӗ мар.