Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрмана чĕртме - паха вăрлăх

Вăрмана чĕртме - паха вăрлăх

АКМАЛЛИ паха вăрлăх туса хатĕрлесси - «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене упраса хăварасси» регион проекчĕн тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçламалли шанăç.

Вăрмана çĕнетме-чĕртме лартмалли стандартлă материалсем туса хатĕрлесси вăрман хуçалăх ĕçĕсен чи вăраха тăсăлакан тата йывăр тĕсĕсенчен пĕри шутланать.

Вăрмана чĕртес-çĕнетес енĕпе пахалăх тата хисеп кăтартăвĕсене ỹстерес тĕллевпе лесничествăсем вăрлăхсене малтанах хатĕрлесе çитереççĕ.

Февраль уйăхĕнче Чăваш Республикин Çут çанталăк министерствин «Шăмăршă лесничестви» бюджет учрежденийĕн ĕçченĕсем вăрлăха стратификаци тума пуçланă. Ахаль йышши хырăн, Европа чăрăшĕн, Çĕпĕр лиственницин вăррисене юр айне хывнă.

Сивĕ çапни çамрăк ỹсен-тăранăн акмалли пахалăхне ỹстернипе пĕрлех ăна çирĕп, сивĕпе шăрăха тỹсĕмлĕ пулма пулăшать. Вăрлăхсене сивве хăнăхтарни малашне вăрман фондне çĕнетме усă куракан пысăк пахалăхлă материал туса илме май парать.



11 марта 2022
14:14
Поделиться