Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăмлана - ют çĕр-шывсене

Хăмлана - ют çĕр-шывсене

Иртнĕ çул Чăваш Енрен 46,5 тонна хăмла экспорта ăсатнă. Çакă, малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, 267 хут нумайрах.

«Симĕс ылтăн» Азербайджана, Казахстана, Киргизие ытларах сутăнать. Ырă шăршăллă чăваш хăмлине ют çĕр-шывсенче хаваспах туянни кăçал ăна ытларах ăсатма, рынока сарма хавхалантарать. Çавна май «Чăвашхмельпром» пĕрлешỹ пĕлтĕр «Чăваш хăмли» тавар паллине регистрациленĕ. Çак брендпа хăмлана экспорта ăсатаççĕ. Сăмах май, хăмла туса илекенсене патшалăх енчен те курăмлă пулăшу пама палăртнă.



11 марта 2022
14:19
Поделиться