Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Экотехнопарк пулĕ

Экотехнопарк пулĕ

Хытă хут, пластик, аккумулятор... Çаксене тата ытти ăпăр-тапăра ăçта хумалла? Шăпах çак тĕллевпе республикăра экотехнопарк йĕркелесшĕн.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, хытă каяша уйăрса тирпейлес енĕпе ĕçлекен ку парк бизнесменсене илĕртме тивĕç. Проекта «ГазЭнергоСтрой» корпораци ĕçченĕсемпе сỹтсе явнă. ЧР çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов та экотехнопарка хута яни çỹп-çап калăпăшне пысăкланасран сыхланма пулăшасса, хытă каяша иккĕмĕш пурнăç парса çут çанталăка упрама пулăшасса шанать.



11 марта 2022
14:16
Поделиться