Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Заказчиксем хастар

Заказчиксем хастар

Чăваш Республикин Регионти сутăн илмелли центрне Шăмăршă районĕн заказчикĕсенчен электрон аукцион вырнаçтарас енĕпе 17 ыйту килнĕ.

Вĕсенчен иккĕшне электрон аукциона вырнаçтарнă, 15-ĕшне халĕ пăхса тухаççĕ.

Маларах пĕлтернĕ «ЧР Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕнче пушар деповне юсасси», «ЧР Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Чукал ялĕн Ленин урамĕнчи хоккей коробкине хăтлăх кỹртесси» аукционсем тăрăх заявка парасси 2022 çулхи мартăн 9,10-мĕшĕсенче вĕçленет.

Кăçалхи январь - февраль уйăхĕсенче районти заказчиксем пĕчĕк калăпăшлă 144 япалана сутăн (4016,3 пин тенкĕлĕх) илнĕ. Материал тăратакан - пĕрре.

Вĕсенчен 50-шĕ ТЭК-Торге электрон ресурса хак пирки запрос лартнă. 18-ăшĕпе 3045,3 пин тенкĕлĕх килĕшỹ тунă, 211 пин тенкĕ перекетленĕ.



04 марта 2022
15:45
Поделиться