Ăссăрла хăтланар мар
Пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем час-час пулаççĕ республикăра.
Тĕп хулара паллă мар çынсем улталаса шăнкăравланине пула шкулта вĕренекенсене тата ĕçлекенсене эвакуацилеме тивнĕ. Ку мероприятисене пурнăçланă чух сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать, халăх сывлăхĕ хавшать. Чăваш Енре уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступленишĕн тивекен айăплав çирĕп: штраф виçи 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Çавăнпа та йĕркене çирĕп пăхăнма, ăссăрла хăтланса айăпланасран асăрханма ыйтаççĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем.