Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Руна çулĕ» маршрут

«Руна çулĕ» маршрут

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ туристсем валли «Руна çулĕ» маршрут хатĕрлеме хутшăнать. Çавна май çулталăк тăршшĕпе этнографи мероприятийĕсем ирттерĕ. Вырăнти тата ют çĕртен килнĕ туристсем «Пархатар» чăваш йăли-йĕркиллĕ культура комплексне çитсе курĕç. Çавăн пекех «Аваллăх алăкне уçса» этно-экологи сукмакĕпе те утса тухĕç.

«Руна çулĕ» Карели, Коми, Мари тата Мордва республикисене, Пермь крайне, Чĕмпĕр облаçне, Хакассипе Алтая, Тывана тата Бурятипе Якутие çыхăнтарма тивĕç.



25 февраля 2022
08:59
Поделиться