Пурте - йĕлтĕр йĕрĕ çине!
ЙĔЛТĔР спортне кăмăллакансем тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем чăтăмсăр кĕтекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2022» массăллă чупу кăçал февралĕн 26-мĕшĕнче - шăматкун - иртĕ.
Шăмăршăра хĕллехи спорт уявĕ яланхи вырăнта - хыр вăрманĕнчи илемлĕ уçланкăра иртет, ирхине 10 сехетре пуçланать. Çак кун районти кашни ял тăрăхĕнчех ватти-вĕтти йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрасса çирĕп шанса тăратпăр.
Йĕркелỹ комитечĕ.