Прививкăран хăрамалла мар
Вакцина ци - коронавирусран хỹтĕленмелли чи шанчăклă мел.
Covid-19 вирусĕ сывлăш-тумлам урлă ерет. Вируса сарăлма ỹслĕк, сунас тата чирлĕ çын ахаль сывлани те пулăшать. Вăл сывлама кансĕрлет, аслă ỹсĕмри тата вăраха кайнă чир-чĕрпе аптракан çынсемшĕн уйрăмах хăрушă. Вирус ертме ансат: чирлекенпе юнашар пулни те çителĕклĕ. Çавăнпа та унран асăрханмаллах. Хăрушсăрлăхăн чи мала тухакан мелĕ - вакцинаци.
Хăй вăхăтĕнче вакцинаци этемлĕхе тĕрлĕ инфекцирен хỹтĕлесе ку е вăл эпидемирен çăлса хăварнă. Шăнăр туртса хутлатнинчен (столбнякран), çурăм шăммин мимийĕн чирĕнчен (полиомиелитран), хĕрлĕ шатраран (краснухăран) упранмашкăн прививка тутарнипе вĕсене тĕп тунă. Сăмахран, вакцинацие пула гриппа чирлесси те самаях чакрĕ.
Коронавирусран тутарнă вакцина сывлăхшăн хăрушă мар. Ун меслетĕнче аденовирус - хăрушлăх кăларса тăратман вирус - тĕп вырăн йышăнать. Аденовирус ОРВИ чир-чĕрĕнче тĕл пулнипе, ун хăрушлăхĕ тата чакать. Ку вирус сывă клеткăсенче ĕрчемест. Препарат вирус геномĕн тупса палăртнă пайĕнчен тăрать (çакна коронавируспа арпаштармалла мар), апла пулсан çын чире сармасть. Организма аденовирус векторĕ лексен хỹтĕлев реакцийĕ пуçланать, тепĕр майлă каласан, иммунитет çирĕпленет, антителасем палăраççĕ.
Коронавирусран прививка тутарнине организм ытти прививка пекех йышăнать. Паллах, ỹт температури ỹсни, пуç ыратни, йĕп чикнĕ вырăн канăçсăрлантарни тĕл пулать. Ку - хăрушă мар, темиçе кунтан иртсе каять.
Шел пулин те, ковидпа чирлекенсен йышĕ ỹснĕçем ỹсет. Кăçалхи февральте кăна акă çак амака пула Шăмăршă районĕнчи 3 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Вĕсем хăйсене япăх туйма пуçласан çийĕнчех медицина ĕçченĕсемпе çыхăнман, килте хăйсем тĕллĕн сипленнĕ. Сăмах май, вĕсенчен иккĕшĕ прививка тутарман пулнă, пĕри вакцинаци витĕр тухнă пулнă (вăраха кайнă чирсем ун сахал палăрнă).
Енчен те эсир чирлесе ỹкрĕр пулсан, ОРВИн малтанхи паллисем пулсанах пĕр тăхтамасăр вырăнти медицина учрежденине пĕлтермелле, тивĕçлĕ сиплев илмелле. Хăвăр тĕллĕн сипленмелле мар.
Вакцинаци çыннăн яланхи пурнăç йĕркине ниепле те улăштарма пултараймасть. Кунта чипизаци (ун пек технологи пачах çук) пирки калаçу пулма та пултараймасть. Прививка тунине пула ĕнтĕ вируса эпир çĕнтерме тата вакцинăн кирлĕлĕхне, уссине, хăрушсăрлăхне туйма пултаратпăр.
И.Смирнова,
район больницин тĕп врачĕ.