Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лару-тăру çивĕч

Лару-тăру çивĕч

Ковид амакĕ сехĕрлентермеллипех сехĕрлентерет. Çулталăк пуçланнăранпа Шăмăршă районĕнче 455 (çитĕннисем - 367, ачасем - 88) çын коронавируспа чирленине регистрациленĕ. Вĕсенчен 173-шĕ - прививка тутарнисем. Пурĕ 378 (çитĕннисем - 300, ачасем - 78) граждан усал чиртен сывалнă.

Паянхи куна 77-ĕн (çитĕннисем - 69, ачасем - 8) чирлеççĕ. Хальхи вăхăтра иккĕн больницăра сипленеççĕ.

Район гражданĕсене ковидран çине тăрсах сыхланма-упранма чĕнетпĕр.

О.ПОЛКОВНИКОВА,
район больницин пĕтĕмĕшле практикăн врачĕ.



25 февраля 2022
09:16
Поделиться