Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Инкекрисене - пулăшуФеврал

Инкекрисене - пулăшуФеврал

Ĕн 24-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Донбасс территорине хỹтĕлес тĕллевпе çар операцийĕ пуçарса яни пирки пĕлтернĕ. Çакна Донецк тата Луганск çыннисене хăтарас тĕллевпе тăвассине уççăн палăртнă Владимир Владимирович.

Пирĕн республикăра та ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ. Ăна Донецк тата Луганск Халăх республикисен çыннисене кĕтсе илессипе тата вырнаçтарассипе йышăннă правительство. Çывăх кунсенче Чăваш Ене Донбасран 300 ытла çын килсе çитмелле тесе пĕлтереççĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен. Вĕсене вырнаçтарма «Лесная сказка» тата «Алый парус» санаторисенче вырăнсем йĕркеленĕ. Çынсене вĕри апатпа тата мĕн кирлипе тивĕçтерĕç.

Шупашкарта Донецк тата Луганск тăрăхĕсен çыннисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухакан центр уçнă. Вăл Ача-пăча пултарулăх керменĕнче (Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 14-мĕш çурт) вырнаçнă. Центр кашни кун, вырсарникунсăр пуçне, 10-16 сехетсенче ĕçлет. Кунта çĕнĕ тумтир, ĕçмелли шыв, кăкăр ачисем валли ятарлă апат, чей, сахăр, кĕрпе, консерва, çăвăнмалли, çывăрмалли хатĕрсем, кĕнекесемпе канцеляри таварĕсем йышăнаççĕ. А.ИЛЬИН.



25 февраля 2022
08:56
Поделиться