Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Расписание улăштармаллах

Расписание улăштармаллах

2018 Çултанпа эпир çул çỹренĕ чух мĕнле кăна тертленмерĕмĕр: кỹршĕллĕ ялсене çуран та утрăмăр, çанталăкăн кирек епле условийĕнче те çула май транспорта кĕтсе хăшкăлтăмăр, сывлăха та юхăнтартăмăр, шартламара е шалкăм çумăрта автомашина тавраш пулманнипе киле каялла кĕни те пулнă.

Ĕçе çỹрекен те, больницăна е пĕр-пĕр организацие каякан та тарăхмасăр пулман. Уйрăмах ачаллă хĕрарăмсем, ватăсем, чирлĕ е сусăр çынсем çитмелли çĕре вăхăтра çитейменшĕн кулянатчĕç. Юрать-ха, çула май каякан транспортăн ырă хуçисем çын нушине ăнланса лартаççĕ. Таврари ялсене такси çỹрени хуларан таврăнаканшăн та, васкавлă ĕçпе тухаканшăн та - пысăк çăмăллăх, юлашки шанчăк тесен те юрать. Кирек мĕнле пулсан та, кашнинчех таксипе çỹрейместĕн-çке. Пĕччен ватăшăн е сахал тупăшлă çемьешĕн те, кунсерен район центрне ĕçе çỹрекеншĕн те таксипе ярăнса çỹресси - хаклă киленỹ.

Савăнăçлă хыпар: кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнче 130№ «Шăмăршă - Анат Чаткас» тата 136№ «Шăмăршă - Вырăс Чукал» (Пуянкасси ялне çити) маршрут ГАЗелĕ çỹреме пуçларĕ. Халăхшăн тăрăшни - куç умĕнче. Район депутачĕсене, ертỹçĕсене çул çỹрекенсен ятĕнчен чĕререн тав тăвас килет. Николай Еремеев водителĕн сывлăхĕ çеç çирĕп пултăр.

Палăртма кăмăллă, Чукал енчи ялсенчен ирхине Шăмăрша тухма та, каç кỹлĕм каялла таврăнма та питĕ меллĕ. Вырăс Чукалтан 06.55 сехетре тухакан автобус район центрне 07.35-ре çитет, унтан Пуянкассине 07.46-ра çул тытать, каялла 07.58 сехете таврăнать. Ĕçе çỹрекен те, сыватмăшра анализ паракан та организацисене вăхăтлă çитет. Кăнтăрлахи рейс çинче чарăнса тăмăпăр. Юлашки рейс çакăн пек: Пуянкассинчен Шăмăрша килме транспорт 16.17-ре тухса центрта 16.29-та пулать, чи аякри яла - Вырăс Чукалне 17.08-та çитет. Ĕçрен таврăнаканшăн мĕн тери лайăх ку!

Шел пулин те, 130№ «Шăмăршă - Анат Чаткас» маршрут пассажирсен кăмăлне тивĕçтереймест. Кун пирки хаçат редакцине кĕрсе калакан та, телефонпа шăнкăравлакан та нумай пулчĕ. Ирхи рейс та (Шăмăршăран 07.59-та тухса Анат Чаткаса 08.22 сехете çитет, центра 09.02 сехет тĕлне çаврăнса килет), каçхи те (тĕрĕссипе, кăнтăрлахи - район центрĕнчен 13.18-та тапранса Анат Чаткасра 14.06-ра пулать, каялла 14.53 сехете килет) ни ĕçе ĕлкĕрме-каялла таврăнма, ни учреждени-предприятие вăхăтлă çитме майлă мар. Çитменнине тата, шăматкунпа вырсарникун ГАЗель çула тухмасть. Пушă вăхăтра кирек камăн та каймалли-килмелли пулать.

Çул çỹрекенсен ытларах пайĕ - ĕçлекенсем, больницăна каякансем пулнине шута илсен, 130№ «Шăмăршă - Анат Чаткас» маршрут пирки татăклă улшăну тумаллах. Ĕçе е больницăна (учреждение) ĕлкĕрмешкĕн 08.00 сехетрен кая юлмасăр район центрне çитмелĕх, Шăмăршăран яла таврăнмашкăн 16.00 - 16.30 сехет хушшинче çула тухмалли вăхăта расписание кĕртсен вырăнлăрах, канмалли кунсенче çỹреме рейс уçни те кирлех.

Халăхăн чун ыратăвне туйса, йывăрлăхне-нушине ăнланса çак çивĕч ыйтăва татса парас тĕлĕшпе район депутачĕсемпе ертỹçĕсем, яваплă органсем тивĕçлĕ йышăнусем тăвасса шанас килет.



21 февраля 2022
08:10
Поделиться