Сĕт хакĕ кăштах ỹсрĕ
Килт и хушма хуçалăхран ытлашши сĕте уйрăм предпринимательсем пысăкрах хакпа туянма пуçларĕç. Чи пысăк хак - 25 тенкĕ - Пуянкасси, Васан, Палтиел ял тăрăхĕсенче тытăнса тăрать. Чукал, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕсенчи граждансем «шурă ылтăна» 24 тенкĕпе сутаççĕ. Анат Чаткас (23 тенкĕ), Карапай Шăмăршă (22 тенкĕ) ял тăрăхĕсенчи ĕне усракансенчен ăна йỹнĕрех хакпа туянаççĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен ытларахăшĕ сĕте хăйсем валли хăварма кăмăллаççĕ.
О.Алексеев,
район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.