Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Логотип çĕнтерỹçи паллă

Логотип çĕнтерỹçи паллă

Мухта влă ентешсен çулталăкĕн логотипĕпе брендбукне палăртассишĕн ирттернĕ конкурсра 19 автор тупăшнă. Вĕсем 24 ĕç тăратнă. Шупашкар дизайнерĕн Дмитрий Сыровăн ĕçне комисси чи лайăххи тесе йышăннă. Вăл хатĕрленĕ логотипра - 5 элемент. «Килĕшỹ çăлтăрĕ», «Хĕвеле» сăнлакан наци паллипе фон вырăнне усă курнă. Кунтах Константин Ивановăн «Нарспине», Надежда Павлова балеринăна, Василий Чапаев çар пуçне палласа илетпĕр. Ракета вара Андриян Николаев космонавт летчикăн ячĕпе çыхăннă. Дмитрий Сырова халĕ 200 пин тенкĕ парса хавхалантарĕç.
А.ИВАНОВ.



18 февраля 2022
08:54
Поделиться