Галина Кузьмина: «Пурнăç тĕллевĕ - чĕлхемре»
Тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине, ылтăн- кĕмĕлтен те хаклă сăмахлăхне упрас-аталантарас ĕçре чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ чи малта тăрать тесен те пĕртте йăнăш пулмĕ. «Шур акăш тĕкĕ евĕр çемçе», çав хушăрах «тимĕр татакан» чĕлхемĕр урлă çитĕнекен ăрура этемлĕхĕн чи ырă енĕсене «акса хăварать» вăл. Чи кирлине - чĕлхемĕре - упрас тĕлĕшпе вышкайсăр пысăк тỹпе хывать.
- Тăван чĕлхепе илнĕ пĕлỹ çирĕп те тарăн, ун урлă ытти чĕлхе, тĕрлĕ наука патне çул хывăнать, - çирĕплетет çак шухăша Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Галина Виталиевна Кузьмина.
Çак вĕренỹ учрежденийĕнче 34-çул чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет вăл. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухсан, 1988 çулта, кунта направленипе ĕçлеме килнĕ, пурăна-киле çемье çавăрса тымар янă.
Галина Виталиевна чăвашлăхшăн çан тавăрса ĕçлени куç умĕнче: вуншар-вуншар выпускник ун çулне суйласа илнĕ тата шăпине журналистикăпа çыхăнтарнă. Чи хакли - чăн-чăн çын пулса çитĕнни. Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем чăвашчĕлхипе литератури тата тăван ен культури предмечĕсен район шайĕнчи олимпиадисенче çулсеренех малти вырăнсене йышăнаççĕ, республикăра та лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Ку енĕпе А.Аблогина, М.Николаев, В.Карпов, Л.Захарова, А.Малышева, К.Сидоров, А.Львова, П.Поляков уйрăмах пысăк çитĕнỹ тăваççĕ. Ăс-хакăл вăййисенче, тĕрлĕ конкурсра та маттур карапайшăмăршăсемпе çĕнтăрăнсем. Ăстасен - «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче» (А.Львова, Я.Елисеева, А.Лаврентьева), сăвăсен - «Яковлев вулавĕсем» (А.Малышева), «И.Я.Яковлев эткерлĕхне эпĕ мĕнле упратăп?», «Театрăн асамлă тĕнчи», «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» - сочиненисен (А.Малышева, К.Степанова, М.Елисеев), сăвă çыракансен - «Илпек хунавĕсем» (К.Савельева), ораторсен - «Упрар тăван чĕлхемĕре!» (К.Савельева), Ю.Сементер поэтăн 80 çулхи юбилейне халалланă илемлĕ вулакансен (К.Савельева), юптару инсценировкисен (пĕрлештернĕ ушкăн) конкурсĕсенче, Тăван чĕлхен пĕтĕм тĕнче кунне халалланă викторинăра (Д.Кузьмина, А.Лаврентьева) районта тата республикăра çĕнтерни, призерсен йышне кĕни те - ырми-канми ĕçĕн «çимĕçĕ». Галина Виталиевнăн анлă тавра курăмĕ, профессионализмĕн çỹллĕ шайĕ - ĕçтешĕсемшĕн те çутă тĕслĕх вырăнĕнче. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн хастар вĕрентекене Чăваш Республикин тата РС ФСР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. Ман шутпа, ĕçтешĕм тата пысăкрах чыса тивĕçлĕ!
Г.Кузьмина хитре юрлать, сăвва-калава илемлĕ вулать, чечексем ỹстерме юратать, ал ĕçне ăста. Чăвашла ĕçченлĕхе, сăпайлăха, йĕркелĕхе вĕренекенĕсенче те, хăйĕн Михаилпа Сентиер ывăлĕсенче тата Софийăпа Лиза мăнукĕсенче те аталантарать. Чи пысăк пуянлăха - чĕлхемĕре - упрасси хăйĕн сăваплă ĕçĕ тесе шутлать, ĕçлет, кĕрешет...
З.Свеклова,
ЧР Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
СПРАВКА
ЮНЕСКОн Генеральнăй конференцийĕ 1999 çулхи ноябрьте Тăван чĕлхен пĕтĕм тĕнче кунне паллă тума йышăннă. 2000 çултан пуçласа тĕнчипех тăван чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсен пĕлтерĕшне ỹстерес, нумай чĕлхелĕхе аталантарас, культура еткерлĕхне упрас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.