Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çур акине хатĕр-и?

Çур акине хатĕр-и?

Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов районти пысăк хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурхи ака-суха ĕçне еплерех хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Унпа пĕрле ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем пулнă.

Олег Хлюкинăн хуçалăхĕнче Владимир Васильевич малтан выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассипе кăсăкланчĕ. Кунта апат çителĕклĕ. Сăвăнакан ĕнесемпе çамрăк пăрусене тутлăхлă, витаминлă апатпа тăрантараççĕ.

Ял хуçалăх техники те çур акине хатĕр: ăна кĕркуннех тĕплĕ юсаса хĕл каçма лартнă.

2022 çулта пĕрчĕллĕ тата выльăх апачĕлĕх культурăсене 551 гектар çинче акса ỹстерме палăртнă. Çĕнĕ МТЗ-80 трактор тата тырă вырса пуçтаракан «АКРОС» комбайн туянасшăн. Çурхи ака ĕçĕсене туса ирттерме механизаторсем пур.

Елена Пондяковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те лару-тăру аван. Выльăхсене хĕл каçарма условисем лайăх. 2021 çулта хуçалăхăн паркĕ ял хуçалăх техникипе - кустăрмаллă «Кировец» тракторпа, хĕвел çаврăнăш акмалли К-525 сеялкăпа - пуянланчĕ. Çĕнĕ техника ангарта тирпейлĕн упранать.

Хальхи вăхăтра гараж çивиттине юсас ĕç пырать.

Кăçал Елена Владимировнăн хуçалăхĕ 200 гектартан ытларах çĕр лаптăкĕ çинче хĕвел çаврăнăш акма тĕллев лартнă.

Игорь Быковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çак отрасле малалла аталантарас тĕлĕшпе ĕçлĕ калаçу ирттернĕ.

«Ертỹçĕн профессионализмĕ, коллектив ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пыни тата кунта ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ - хуçалăх çитĕнĕвĕн тĕп çăл куçĕ», - палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ.



11 февраля 2022
08:51
Поделиться