Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Программа малалла пырать

Программа малалла пырать

пециалистсене ял больницисене явăçтарни «Сывлăх Сыхлавĕ» нацпроектăн чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕнчен пĕри шутланать. «Земство тухтăрĕ» программа пурнăçа кĕнĕренпе Чăваш Енре пĕр хутчен паракан тỹлеве илме 568 килĕшỹ тунă. «Земство фельдшерĕ» программăпа вăтам звенори 106 медицина ĕçченĕ усă курнă. Ытларах тухтăрсемпе фельдшерсем Шупашкар, Канаш, Патăрьел районĕсене ĕçлеме кайма кăмăл тунă.

2021 çулта пĕр тухтăрпа пилĕк фельдшер аякри ялсенчи ĕç вырăнĕсене суйласа илнĕ. Аса илтеретпĕр, ĕçлеме килĕшнĕ тухтăрсене - 1,5 миллион, фельдшерсене - 750 пин тенкĕ параççĕ.

2021 çултанпа «Земство фельдшерĕ» программăпа пĕр хутчен паракан тỹлеве ФАПра вăй хуракан акушерпа медицина сестрисем те тивĕçеççĕ. Пурĕ 21 фельдшерпа 1 медицина сестри тата 3 акушерка тỹлев илнĕ.



11 февраля 2022
08:53
Поделиться