Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕллевсене пурнăçлатпăрах

Тĕллевсене пурнăçлатпăрах

Ю.Ермолаев, Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура хускатнă кашни ыйту актуаллă.

Пирĕн районшăн акă 2021 çулта Патăрьел, Шăмăршă районĕсене, Комсомольски тăрăхĕн кăнтăр пайне таса шывпа тивĕçтермелли шыв управне тăвассине малалла тăсни пĕлтерĕшлĕ. Палтиел ялĕ çывăхĕнчи "тинĕсрен" шыв чи малтан хамăр тăрăхри ялсене çитмелле-çке-ха. Кунта ревизи тата пуск-наладка ĕçĕсене туса ирттерме палăртнă. Шанас килет: "Таса шыв" программăпа пирĕн килĕмĕрсене çывăх вăхăтра пахалăхлă ĕçме çитĕ.

Чăваш Ен Ертỹçи ял хуçалăх аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Ĕç-хĕле хăй тĕллĕн йĕркелекенсене, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх объекчĕсене патшалăх енчен пулăшу парсан приĕн тăрăхра ĕçсĕррисен шучĕ чакĕччĕ.Килти хушма хуçалăхсене аталантарас тĕлĕшпе, туса илнĕ продукцие вырнаçтармашкăн пĕчĕк тавар туса кăларакансемпе çыхăнса ĕçлеме условисем туса парсан районти вăй питти çынсем çемйисене пăрахса уйăхĕ-уйăхĕ ют регионсенче нушаланмĕччĕç, тăван район ырлăхĕшĕн тăрăшĕччĕç.

Тепĕр лайăх пулăм - ача сачĕсемпе шкулсен çурчĕсене тĕпрен юсасси. Ку - çитĕнекен ăрушăн тунă пархатарлă ĕç. Ачасем - пирĕн пуласлăх, шанчăк. Пирĕн вĕсене пур енлĕ аталанса ỹсме мĕн пур майпа усă курмалла. Пĕр сăмахпа, Олег Алексеевич Çырура палăртнă тĕллевсем - пирĕн ырлăхшăн тумалли ĕçсем.



07 февраля 2022
08:53
Поделиться