Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçлеççĕ

Тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçлеççĕ

Чăваш Республикинчи региона ертсе пыракан центр (вырăсла ЦУР) тишкерсе-сăнаса пынă тăрăх иртнĕ эрнере социаллă сетьсем тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă республикăра пурăнакансене пăшăрхантаракан, канăç паман 987 ыйту палăртнă.

Ыйтусем çулсене юртан тасатманнипе, хваттерте ăшă çуккипе, QR-код илейменнипе тата ытти темăпа çыхăннă.

Аса илтеретпĕр, 2020 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе çак центр пур регионта та ĕçлеме пуçланă. Вăл халăх ыйтăвне власть органĕсем патне хăвăрт çитерме май парать.



04 февраля 2022
11:56
Поделиться