Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

QR-кодсем çĕнелнĕ

QR-кодсем çĕнелнĕ

Чăваш Енре пурăнакансем малтан QR-кода хут çине кăларнă е скриншот тунă пулсан, халĕ çакна тепĕр хут тумалла. Мĕншĕн тесен малтанхи упранса юлнă код кивелнĕ.

Нумай пулмасть халăх йышлă çỹрекен вырăнсене кайнă çынсем çак йывăрлăхпа тĕл пулма пултарнă. Вĕсем QR-кода кăтартнă, анчах вăл вуланман. Çавăнпа та çĕнелнĕ QR-кода илес тесен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне кĕрсе тепĕр хут хăвăр валли сыхласа хăварăр.



04 февраля 2022
11:57
Поделиться