Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамку çине картса хур: çул çине тăкмаççĕ юр!

Çамку çине картса хур: çул çине тăкмаççĕ юр!

Çамку çине картса хур: çул çине тăкмаççĕ юр!ЮР çăвать те çăвать. Ял çыннисем картишĕнчи юра тасата-тасата ывăнсах çитрĕç ĕнтĕ. Çурт е лупас тăррисенчен лаплатса анакан юр та тарăхтарать. Ăçта чикмелле-ха çакăн чухлĕ юра?!

Хăшĕсем çăмăл меслет тупнă: картишĕнчи юра пĕр вăтанмасăр автомашинăсем тата çынсем çỹрекен çул çине кăларса тăкаççĕ. Çак ỹкерчĕке Шăмăршăра та, ялсенче те асăрхама пулать. Çул çине юр тăкса тултарнипе «Васкавлă пулăшу» машини те чĕннĕ çĕре вăхăтра çитеймест, çын пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх тухса тăрать.

Турă сыхлатăр та-ха инкек-синкекрен, енчен те вут-кăвар тухас пулсан çак çулпа мĕнле иртмелле?

Çул çине юр тăкакансене штраф тỹлеттерни те пулăшмасть пулмалла. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек çул тăрăх юр куписем тăва-тăва лартаççĕ. Аван мар вĕт капла, ял-йышăм, юра анкартине, сад пахчине кăларсан нỹрĕк тытма та пулăшĕччĕ. Урама кăларсан та çултан аяккарах тăкмалла. Автомашинăсене те, çуран çынсене те юр чăрмав ан кỹтĕр.

Тата çакна та каласа хăварас килет. Кỹршĕпе кỹр- шĕн тăванла пурăнмалла пек, анчах та вĕсен хăш-пĕр ĕçĕ тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Енчен те сирĕн пахчăр умне е кил çумне хăйсен юрне чышса хурсан мĕн шутламалла-ши кỹршĕсем çинчен? Мĕн вăл? Хисеплеменни? Кулни? Е «прихватизаци» законĕ? Е «эпĕ - лайăх, эсĕ - начар» текен принцип? Е çын тивĕçлĕхне таптани? Юр пур çĕрте те пĕр пек çăвать: сирĕн патăрта та, пирĕн патăмăрта та. Кашнин хăйĕн умне тирпейлĕ те таса тытас килет. Ют кил умĕнчи юр пирĕн ума килсе «выртни» пире кỹрентерет, кăмăла хуçать. Кỹрше ним вырăнне хумасăр килĕшỹсĕр хăтланакан çыннăн культури пĕчĕккине, çынлăхĕ çуккине çирĕплетекен пулăм ку. Пĕр-пĕрне кỹрентермесĕр, хисеплесе, малашлăхра туслă пурăнма картса пурăнасчĕ пирĕн ахаль те кĕске ĕмĕрте.



04 февраля 2022
11:59
Поделиться