Ачасене те прививка тăваççĕ
Коронавирус пандемийĕ пуçламăшĕнче ачасем ку инфекцие çăмăллăн ирттерсе яни çинчен калаçатчĕç. Çĕнĕ штамм тухсан лару-тăру йывăрланчĕ. Чирлеслĕх 3 хут ỹсрĕ. Кĕçĕн çулхи ачасемпе çамрăксем чирлеме тытăнчĕç. Паянхи куна районĕпе 12 ачапа 7 çамрăк ковидран сипленет. 2022 çулхи январьте çул çитменнисем чирленĕ 40 тĕслĕхе шута илнĕ.
Вирус ересрен тата чир-чĕр шала каясран упранмалли чи шанчăклă мел - вакцинаци. ГАМ-Ковид-Вак (Спутник V) - 18 çулчченхи граждансене иммунизаци тумалли тĕнче шайĕнче чи малтан регистрациленĕ вакцинăсенчен пĕри.
2022 çулта Шăмăршă районĕнче ГАМ-Ковид-Вак М препаратпа ачасене вакцинаци витĕр кăларас ĕç пуçланчĕ. Çак кунсенче район больницине çамрăксем валли ГАМ-Ковид-Вак М препаратăн пĕрремĕш ушкăнне илсе килчĕç. Малтанхи 10 дозăпа ача-пăча поликлиникин прививка пỹлĕмĕнче усă курĕç. Вакцинаци кампанийĕ çитес эрнере пуçланать. 12-17 çулсенчи ачасене вакцинаци витĕр кăлар- машкăн вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен (законлă çынран) çырса хатĕрленĕ килĕшỹ хучĕ (согласие) тата ыйту (заявление) кирлĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 8(83546) 2-35-47