«Кашни фронтовик - вăрçă паттăрĕ. Фронтра япăх салтак пулман»
ÇАК сăмахсене Илья Эренбург писатель ахальтен каламан. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче çар корреспонденчĕ пулнăскер, Эренбург пирĕн салтаксемпе офицерсен этемлĕх хальччен курман паттăрлăхĕ пирки нумай çырнă, уйрăмах Ленинграда хỹтĕлекенсемпе блокада çинчен çырни чуна хумхантарать.
Ленинград фронтĕнче пăшалпа та, перопа та тăшмана хирĕç çапăçнă тепĕр çар корреспонденчĕ Всеволод Азаров та çулăмлă йĕркесем çырса хăварнă:
«С нами многих товарищей нет,
С поля битвы в бессмертье входящих.
«Победим», - вы скрепили в грозе
Честной кровью свое обещанье.
Смирно!
Вспомним в молчанье друзей...
Только времени нет для прощанья.
Словно горный незыблемый кряж
Из гранита, упорства, бетона, -
Флотский наш, гордый наш, город наш,
Несгибаемый, непокоренный!»
Совет Союзĕ çине тапăнма хатĕрленсе, нимĕç фашисчĕсем чăн малтисен шутĕнче Ленинграда туртса илме план тунă. Ленинград индустри, культура енĕпе тата административлă чи пысăк центрсенчен пĕри шутланнă, Кронштадтпа пĕрле Балти тинĕсĕнчи чи паллă порт пулнă.
«Барбаросс планĕнче» Балтика фронтне çĕмĕрсе тăкасси, çапла вара Балти тинĕсĕнче Германи пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрасси те тĕп вырăнта тăнă.
Ленинграда туртса илме нимĕç фашисчĕсен командованийĕ фон Лееб генерал-фельдмаршал ертсе пыракан çарсен «Çурçĕр» ушкăнне çирĕплетнĕ. Çак армире 42 дивизи, çав шутра 7 танк дивизийĕпе моторлă техникăн 6 дивизийĕ, шутланнă. Фашистсем Ленинград çине 725 пин çынлă çарпа, тĕрлĕ калибрлă 13 пин ытла орудипе тата минометпа, 1500 ытла танкпа, 1070 самолетпа тапăннă.
Кунсăр пуçне тăшманăн Финляндире 325 пин çынран тăракан 21 дивизийĕпе 3 бригади, 4 пин орудийĕпе миномечĕ, 900 самолечĕ халь-халь тапăнма хатĕр тăнă.
Совет Союзĕн Верховнăй Главнокомандованийĕ, Ленинград фронтĕнчи çав тери хăрушă лару-тăрăва тĕрĕс ăнланса, тăшмана хирĕç пĕтĕм вăя çĕклеме пултарнă. Ленинград фрончĕпе Çурçĕр_Хĕвел анăç фрончĕ хаяр çапăçусенче пысăк паттăрлăх кăтартса гитлеровецсене пысăк çухату кỹнĕ, Тихвински операци вăхăтĕнче нимĕç фашисчĕсен çарĕсене сирсе ывăтнă тата пĕтĕм фрончĕпех контрнаступлени пуçланă.
Блокадăри Ленинград тăшман тапăннине паттăррăн чăтса ирттернĕ, анчах çухату та пысăк пулнă. 1941 çулхи ноябрьте - выçăпа 11 пин çын, декабрьте - 53 пин, 1942 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче 200 пин ытла ленинградец вилнĕ. Хулара рабочисемпе инженер-техник работникĕсене - талăкра 250-шар грамм, ахаль çынсемпе ачасене 125-шер грамм çеç суррогат çăкăр уйăрса панă. Çак пăнтăх шăрши кĕрекен йỹçĕ çăкăрсăр пуçне çимелли урăх нимĕн те пулман.
Ленинградшăн 900 кун хушши пынă çапăçу 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче герой хулана çăлса хăварнипе тата хăрушă блокадăна сирсе ывăтнипе вĕçленнĕ.
Ленинграда хỹтĕлеме пирĕн Шăмăршă районĕнчен фронта илнĕ 300 ытла салтакпа офицер хутшăннă, вĕсенчен 129-шĕ çапăçура пуçне хунă.
Акă вĕсен ячĕ-хушамачĕ: Александр Воронов, Леонид Гудимов, Юрий Егоров, Александр Михайлов, Филипп Поляков, Николай Романов, Василий Самарин, Иван Хмелев (Шăмăршă ялĕнчен), Василий Вашуркин, Николай Елизаров, Прокопий Исянов, Степан Кисамеев, Антон Кудряшов, Николай Кузьмин (Энтĕрьел ялĕнчен), Петр Николаев (Ирçе Тĕкки ялĕнчен), Василий Захаров, Николай Захаров, Иван Иванов, Василий Кудряшов, Михаил Кудряшов, Михаил Кучуков, Усьман Ракипов, Архип Стефинов, Василий Храмов, Алексей Хураськин, Степан Хураськин, Николай Шамеев (Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнчен), Иван Григорьев, Аркадий Карпов, Михаил Козлов, Трофим Козлов, Яков Козлов, Павел Корчаков, Анатолий Максимов, Василий Муздуков, Себигатулла Мушарапов, Алексей Салеев (Асанкасси ялĕнчен), Василий Еливанов, Константин Ермолаев, Михаил Иванов, Терентий Капитонов, Василий Кириллов, Василий Малофеев, Ефим Миллин, Александр Можаев, Егор Сатеев, Николай Старшинин, Петр Тимагин, Николай Угарин (Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен), Зиатдин Алеев, Илья Ермолаев, Ахметзян Хамдеев, Абдрешит Чумаров, Яков Шайметов (Патирек ялĕнчен), Николай Азьмуханов, Петр Измуков, Андрей Исаев, Павел Поляков, Федор Смаев (Васан ялĕнчен), Василий Иванов, Николай Ильин, Андрей Локтин, Василий Убасев (Ярăслав ялĕнчен), Василий Козлов, Емельян Погашов (Кивĕ Шăмăршă ялĕнчен), Константин Иванов, Федор Макаров, Илья Федотов (Пуянкасси ялĕнчен), Алексей Кузнецов, Василий Кузнецов, Дмитрий Кузьмин, Михаил Кузьмин, Степан Кузьмин (Кахăрлă Шăхаль ялĕнчен), Василий Данилов (Хайпăла ялĕнчен), Дмитрий Акимов, Петр Жабаев, Андрей Исаев, Спиридон Мерку- рьев, Александр Муштаков, Никонор Урков (Карапай Шăмăршă ялĕнчен), Дмитрий Григорьев (Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчен), Иван Головин, Иван Денисов, Николай Денисов, Михаил Карзанов, Василий Чурбанов (Кивĕ Чукал ялĕнчен), Николай Андронкин, Петр Артемкин, Алексей Парфенов, Сергей Романкин (Шамккай ялĕнчен), Ахметзян Валеев, Георгий Верьялов, Леонид Гаврилов, Николай Захаров, Семигулла Измайлов, Семен Козлов, Сафиулла Рахматуллов, Егор Стратилатов, Каляметдин Тухветуллов, Виталий Цветков, Николай Чекушкин (Палтиел ялĕнчен), Василий Бородов, Владимир Егоров, Николай Сафронов, Архип Смирнов, Василий Ямщиков (Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчен), Кирилл Захаров, Федор Ильин, Николай Кудряшов (Анат Чаткас ялĕнчен), Николай Емдюков (Ивановка паççулккинчен), Степан Кузьмин (Тури Чаткас ялĕнчен), Егор Безруков, Иосиф Безруков, Илья Бибуков, Александр Губанов, Степан Симурзин, Сергей Устимов (Çĕнĕ Чукал (Пулмантăш ялĕнчен), Семен Денисов, Павел Зиновьев, Степан Кокшин, Михаил Рубцов, Павел Синяков (Вырăс Чукал ялĕнчен), Алексей Казаков (Улмаллă ялĕнчен), Александр Воронцов, Иван Кологреев, Борис Корчагин, Иван Корчагин, Сергей Корчагин, Степан Космовский (Никишино ялĕнчен).
Январĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа çак уйăхăн 27-мĕшĕччен Шăмăршă районĕнче Пĕтĕм Раççейри «Блокадăри Ленинград» акци пырать. Çавна май герой хулана тăшманран хỹтĕлесе пуçĕсене хунă район çыннисене ятран асăнса тухни питех те вырăнлă пек туйăнать.
Сăмахăма Маргарита Алигер поэтесса çырнă çак йĕркесемпе вĕçлес килет:
«Стонали камни, ахали торцы,
но люди жили, находили силы,
а те, кто погибали как бойцы,
ложились тесно в братские могилы».