Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Парнелер-ха музее экспонат

Парнелер-ха музее экспонат

ФЕВРАЛĔН 12-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕ 101 çул тултарнине уявлать, çавна май «Музее - парне» акци пуçланни çинчен пĕлтерет.

Музей республикăра пурăнакансене Чăваш Ен историйĕпе культури çинчен каласа паракан, çав шутра ĕлĕк кулленхи пурнăçра усă курнă япаласемпе пайланма ыйтать.

Наци музейĕ фонд коллекцийĕсене тултарĕ, эсир вара Чăваш Енĕн тĕп çỹпçине пуянлатнă çĕрте хăвăрăн тỹпĕр те пуррине пĕлсе тăрăр!

Парнене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам, 5\2.



01 февраля 2022
08:09
Поделиться