Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Укçашăн тăван çуках-ши вара?

Укçашăн тăван çуках-ши вара?

«УКÇА ăсран иртсе кайрĕ тĕк чунлăх, çынлăх тени те пĕтет», - тенĕччĕ пĕррехинче пирĕн редакцире ирттернĕ тĕл пулура халăх писателĕ Илпек Микулайĕ. Эпир ун чух çыравçă ентешĕн «Хура çăкăр» романне хĕрỹллĕн сỹтсе явнăччĕ.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха паян Илпек сăмахĕсене? Иртнинче çула май каякан çăмăл автомашинăпа Шупашкара çитсе килтĕм. Манпа пĕрле водителĕн ашшĕпе амăшĕ те пурччĕ. Вĕсем куç микрохирургийĕн пульницине каяççĕ иккен. Шупашкара çитсен çамрăк водитель пуринчен те - çав шутра тăван ашшĕпе амăшĕнчен те - çул укçи илчĕ.

- Укçан тăванĕ çук, - çăвар тулли лаплаттарса хучĕ услап. - Манăн халĕ хамăн çемье, тĕп килтен пĕлтĕрех уйрăлса тухнă.

Нимĕн те чĕнмерĕç ашшĕпе амăшĕ, лартса килнĕшĕн тав сăмахĕ те каламарĕç. Манăн та чунра лайăх мар туйăм капланса килчĕ. Çапах та пĕр сăмах та шарламарăм.

Çирĕм-вăтăр çул каялла çынсем урăхлаччĕ. Çынлăхпа чунлăх, ырă кăмăллăх яланах хисепре пулнă. Хальхи вăхăтра укçа пултăр, санăн ырă чуну кама кирлĕ? «Чуну мĕн чухлĕ ырăрах, шăпу çавăн чухлĕ йывăртарах», - çапла каланăччĕ мана пĕр юлташăм. Тен, тĕрĕсех пуль.

Ĕлĕкрех ялсенче пĕр-пĕрне пысăк ĕçре пулăшма укçа ыйтмасăрах нимене çỹренĕ. Çын нушине ăнланнă. Пушар тухнă-и, пĕр-пĕр инкек килсе çакланнă-и - кар тăрса ăратнепе пулăшма васканă. Халĕ, инкек пулсан та, кỹршĕ кỹрши патне каçмасть, асăрхаман-илтмен пек тăвать. Е каярах: «Эпĕ ун чухне килте пулман», - тесе сăлтавлать.

Тăванпа тăван хутшăнма та пăрахрăмăр. Ĕлĕк çынсем савăнăçра та, ĕçре те пĕрле пулма тăрăшнă. Хутшăнусем ăшăрах, ырăрах пулнă. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесси, канасси манăçа тухса пынă май çын чунĕ те сивĕнет. Çынсем пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне пĕлмеççĕ, çитĕнĕвĕсемпе савăнмаççĕ. Кашниех хапхине хупса хăйĕн тĕнчинче пурăнать.

Хальхи ачасем те пĕр-пĕринпе сахал хутшăнаççĕ. Эпир ача чухне Тимур команди йĕркеленĕ, ватă çынсене пулăшма çỹреттĕмĕр. Ялта пỹрт купаланă-и,лупас хăпартнă-и, утă-улăма сарай тăррине хăпартнă-и - ача-пăча валли те ĕç пулнă. Кирпĕч йăтсан та, усăллă ĕç вĕт-ха. Çапла майпа атте-аннерен кăна мар, кỹршĕсенчен те, ял-йышран та воспитани илнĕ. Çынна укçасăрах пулăшмаллине, ырă ĕç ырăпа таврăннине пĕчĕкрен ăнланса ỹснĕ.

Паян компьютер умĕнче пăталаса хунă пек ларакан ача ашшĕ-амăшĕпе выльăх пăхма, юр тăкма та хутшăнмасть. Ачисене вăл е ку ĕçе тунăшăн укçа тỹлекен ашшĕ-амăшĕ те сахал мар. Кайран вара хамăрăн ачасенче ырăлăхпа чунлăх, сăпайлăх сахаллишĕн тĕлĕнетпĕр.

Телее, нумай çемьере ăш пиллĕхпе чунлăх упранса юлнă-ха. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене çак ырă енсене вĕрентни çав тери лайăх.

Ив.САЛАНДАЕВ.

РЕДАКЦИРЕН. Хаклă вулаканăмăр! Килĕшетĕр-и эсир журналист шухăшĕпе, çынлăхпа чунлăх хавшани сире те пăшăрхантармасть-и? Редакци сирĕн çырăвăрсене тĕпе хурса çак статьяна сỹтсе явассине йĕркелет. Пирĕн пата кĕрсе те, çыру çырса та, 8-937-956-71-46, 2-33-52, 2-33-51 номерсемпе шăнкăравласа та хăвăрăн шухăшăра пĕлтерме пултаратăр.

Ырă та сăпайлă пулăр, тăванăмăрсем, çакă паянхи çăмăл мар пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшĕ!



21 января 2022
09:54
Поделиться