Мĕнле çамрăкчĕ вĕт-ха эпир
1974 ÇУЛХИ ылтăн кĕркунне. Колхозсенче вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ, халăх васкасах çĕр улмипе чĕкĕнтĕре пуçтарса кĕртет. Шăпах кĕркуннехи илемлĕ кун пуçларăм эпĕ Шăмăршă хаçатĕнче ĕçлеме.
Редактор (ун чух тĕп редактор та, пайсен редакторĕсем те пулман) - лутрарах кăна, тулли ỹт-пỹллĕ самаях çулланнă арçын - мана хаваспах йышăнчĕ.
- Кадрсем çăкăр пек кирлĕ, - терĕ Кузьма Семенович Смирнов редактор. - Илья Ухтияров Хусан университетне вĕренме кĕчĕ, Иван Клементьев республика хаçатне ĕçлеме куçрĕ. Петр Фомина çырусен пайне куçартăм-ха, парти пурнăçĕн пайĕнче вара никам та çук.
Манпа пĕр вăхăтрах Николай Волков фотограф та ĕçлеме пуçларĕ. Пире ун чух литсотрудник тетчĕç, ĕç кĕнекине те çаплах çырнă.
Паллах, çынна чăн малтан пурăн- малли вырăн кирлĕ. Ун чух Шăмăршăра общежити таврашĕ пулманпа пĕрех, аякран ĕçлеме килекенсем уйрăм çынсем патĕнче хваттере кĕрсе пурăннă.
- Хваттер - ĕç вырăнĕнче, - шантарчĕ мана редактор. - Ятарласа раскладушка, матрас, вырăн таврашĕ туянтăмăр.
«Ĕç вырăнĕнче» тени ху кунĕпе тăрмашакан кабинетра выртса-тăрса пурăнмаллине пĕлтерет иккен. Çапла 5 çул ытла ĕç вырăнĕнче пурăнтăм. Хĕллехи кунсенче кочегарка кăмакине кăмрăк пăрахаттăм та, сивĕ пỹлĕм ăшăнса çитичченех çывăрса каяймастăм. Çынсем ĕçе пыриччен икĕ-виçĕ статья та çырма ĕлкĕреттĕм.
(Малаллине "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн 2-мĕш номерĕнче вулама пултаратăр).