Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вакцина - шанчăклă хỹтĕлев

Вакцина - шанчăклă хỹтĕлев

ШĂМĂРШĂ район больници коронавирус инфекцийĕн лару-тăрăвĕ çинчен çапла пĕлтерет. 2021 çулта çак вируслă чирпе чирленĕ 740 çынна регистрациленĕ. Çак амакран сывалнисем 704-ăн. Питĕ шел, 2020 çулхи мартăн 11-мĕшĕнчен пуçласа коронавируса пула 45 (çав шутра 2021 çулта - 36) çынна çухатрăмăр.

Хăрушă чиртен сыхланма тата вирус сарăлнине чарма пулăшакан чи шанчăклă икĕ мел - сыхлăх мерисене çирĕп тытса пыни тата вакцинаци.

2022 çулхи январĕн 13-мĕшĕ тĕлне çитĕннисен 47 проценчĕ вакцинаци витĕр тухнă. Ялсем тăрăх çакăн пек кăтартусем: Шăмăршă - 54, Çĕнĕ Шăмăршă - 41, Карапай Шăмăршă - 60, Палтиел - 43, Анат Чаткас - 38, Васан - 38, Ярăслав - 40, Канаш паççулкки - 51, Пуянкасси - 48, Кивĕ Шăмăршă - 52, Пăчăрлă Пашьел - 57, Асанкасси - 31, Вырăс Чукал - 38, Кивĕ Чукал - 47 процент.

Прививка тутарасси çине пысăк яваплăх уйăрман ялсенче (вакцинаци проценчĕ пĕчĕк) çак хăрушă амакпа чирленисен тата коронавирус инфекцине пула вилнисен шучĕ пысăкрах пулни палăрать.

ПĔлсе тăма:
Вакцинаци витĕр район больницин поликлиникин 56 кабинетĕнче е вакцинаци графикĕпе килĕшỹллĕн ялти ФАПсемпе врач амбулаторийĕсенче тухма пулать.

Пĕрремĕш тулли вакцинаци витĕр тухнă хыççăн 6 уйăх иртсен тепĕр хут вакцинаци (ревакцинаци) тăваççĕ. COVID-19 амакĕпе чирлесе ирттернисене те 6 уйăх иртнĕ хыççăн прививка тума юрать.

Паянхи кун тĕлне Шăмăршă район больницинче тăватă тĕрлĕ вакцина пур: Гам-КОВИД-Вак, ЭпиВакКорона, КовиВак, Спутник Лайт.

Хальлĕхе районта вакцина начар витĕм кỹнĕ пĕр тĕслĕх те пулман.

Чирленĕ тĕслĕхсене тишкернĕ чухне çакна палăртнă: прививка тутарнисем, вакцина витĕр тухманнисемпе танлаштарсан, чирлесен те инфекцие çăмăлтарах ирттерсе яраççĕ, хăвăртрах сывалаççĕ.



18 января 2022
09:15
Поделиться