Тĕп вырăнта - район статусĕ
Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть. Кашни çаврăнмассерен-куçмассерен - çĕнĕлĕх. Кăçалхи январь уйăхĕнче акă Шăмăршă районĕн тытăмĕнче улшăну пуласса пĕлтĕмĕр.
Январĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн акт залĕнче уçă лару иртнĕ. Унта хăй тытăмлăх органĕсене ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе улăштарас ыйтăва пăхса тухнă. Районта çĕнĕрен йĕркеленмелли тытăм «Чăваш Республикин Шăмăршă муниципалитет округĕ» (администраци центрĕ - Шăмăршă ялĕ) статус илессине пĕлтернĕ.
Анлă лару ĕçне Шăмăршă район администрацийĕн пайĕсен начальникĕсем, вĕренỹ тата кулmтура учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă.
Шăмăршă районĕнчен Шăмăршă муниципалитет округĕ йĕркелес ыйтупа районадминистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тухса калаçнă. Владимир Васильевич ларăва пухăннисене çĕнĕ тытăмăн йĕркеленỹ тапхăрĕсемпе, унăн ырă енĕсемпе паллаштарнă.
Ларăва ертсе пыракан - район пуçлăхĕ Юрий Ермолаев - ЧР Шăмăршă район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем йышăннă «ЧР Шăмăршă районне кĕрекен ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе Чăваш Республикин Шăмăршă муниципалитет округне (администраци центрĕ - Шăмăршă ялĕ) йĕркелеме килĕшни» проекта ырлама сĕннĕ. Ларури 64 çынран пĕри тытăнса тăнă, ыттисем проекта ырласа йышăннă.
Сăмах май, çỹлерех асăннă ыйтăва январĕн 11-мĕшĕнче районти пур ял тăрăхĕнче те пăхса тухнă. Шăмăршă районĕнчен Шăмăршă муниципалитет округне туса хурас сĕнỹпе кашни вырăнтах граждансем килĕшнĕ.