Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултаруллисене палăртрăмăр

Пултаруллисене палăртрăмăр

Хаçатăн 2021 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче (50№) эпир вулакансем хушшинче «Чỹречерен шаккать Çĕн çул...» сăвă конкурсĕ ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ, ун йĕркипе тата хайлавсене хакламалли критерисемпе паллаштарнăччĕ.

Палăртнă тапхăрта редакци почтине Çĕнĕ çула халалланă вуншар сăвă килчĕ. Пире авторсен сăвă çырас ăсталăхĕ çỹллĕ шайра пулни савăнтарчĕ. Тăван чĕлхе сĕткенĕпе шăварăнса шăрçаланнă сăвăсем, чăннипех те, кăмăла çĕклерĕç. Пур-ха пирĕн хушăмăрта чĕлхе илемне, сăмах хăватне туякансем!

Жюри членĕсем пĕр саслăн çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç. Вĕсем:

1) пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи 1-11 класс вĕренекенĕсем хушшинче - Эвелина Антонова, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн 6 класс вĕренекенĕ (ертỹçи - Алевтина Антонова);

2) студентсемпе ĕçлекенсем, пенсионерсем хушшинче - Елена Сандрейкина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Конкурс çĕнтерỹçисене хĕрỹллĕн саламлатпăр, пултарулăх лаççинче çĕнĕ хайлавсем туптама çирĕп сывлăх, сỹнми хавхалану сунатпăр.

Редакци пултаруллă сăвăçсене Хисеп грамотипе тата асăнмалăх парнепе чыслать. Вулакансене вара вĕсен сăввисемпе пал- лашма сĕнет.

Умра - Тигр çулĕ!
Каллех çулталăк хыçа юлчĕ,
Чỹречерен шаккать Çĕн çул.
Кив çул салхуллăн алă сулчĕ:
- Чипер, пикеçĕм, сывă пул!
Мана санпа кичем пулмарĕ
Çĕн пĕлỹсем пĕр май пухма,
Эс ĕненсем, кăмăл юлмарĕ.
Хавас эпĕ çула тухма.
Сана сунатăп çирĕп сывлăх,
Çитĕнỹсем, çĕн ĕмĕтсем.
Килес Çĕн çулĕ пултăр тулăх.
Тигр çулне кĕтсе илсем!
Эвелина Антонова,
6 класра вĕренекен,
Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ.

Çĕн çула - çут ĕмĕтпе
Каллех çулталăк хыçа юлчĕ,
Чỹречерен шаккать Çĕн çул.
Телей те, савăнăç та пулчĕ,
Умра та пултăр такăр çул.
Пулмарĕ çăмăл вăкăр çулĕ:
Алхасрĕ «ковид» текен чир.
Ăна «Тигрĕ» хуса кăларĕ!
Çакна шанас килет каç-ир.
Çĕн пурнăçа утса кĕретпĕр.
Çĕн çул тỹпийĕ пултăрччĕ таса.
Ырлăхпала сывлăх килейтĕр
Кашни киле телей сапса!
Елена Сандрейкина,
Пăчăрлă Пашьел ялĕ.



18 января 2022
09:18
Поделиться