Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ковидăн çулталăкри «парни»

Ковидăн çулталăкри «парни»

2021 Çул район çыннисемшĕн йывăр килчĕ. Сăлтавĕ - коронавирус пандемийĕ алхаснинче.

Кăçал çак ерекен амак тыткăнне 740 çын çакланнă. Вĕсенчен 698-шĕ сывалнă. Питĕ-питĕ шел, хамăр хушăмăрти 40 граждана эпир яланлăхах çухатрăмăр.

Чиртен сыхланас тĕллевпе пурĕ 4320 çын прививка тутарнă. Çав шутра - 60 çултан иртнисем 1390-ăн. Ревакцинаци витĕр тухнисен хисепĕ 1120-пе танлашать.

Район çыннисене Çĕнĕ çулхи уявсене çирĕп сывлăхпа кĕтсе илме, Тигр çулне чир-чĕрсĕр, хуйхăсăр пурăнса ирттерме сунатăп. Кирек епле пулсан та, ковидран сыхланмаллине яланах асра тытасчĕ.

Н.Ильина, район больницин тĕп врачĕн çумĕ.



30 декабря 2021
14:34
Поделиться