Хỹтлĕхсĕррисене - Çĕнĕ çул парни
ÇĔнĔ çул уявĕ - кашниншĕнех кĕтнĕ уяв.
Ача-пăчашăн вăл иксĕлми савăнăç илсе килет. Ахальтен мар, Шăмăршă район депутачĕсен Пухăвĕн 4-мĕш созывĕн депутачĕсем ялсенчи нумай ачаллă тата тулли мар çемьесенчи шăпăрлансене, тăлăх, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă тата районти опекăпа попечительство органĕн учетĕнче тăракан, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене парне-кучченеç кỹме васкарĕç. Ковид пандемине пула ешĕл чăрăш тавра юрласа-ташласа савăнма май килмерĕ пулин те, Çĕнĕ çул парнинчен ача-пăча киленỹ илчĕ. Паллах, кĕçĕн ăру аслисен тимлĕхĕпе юратăвне туйма пултарчĕ. Шăмăршăри ваттисен çуртĕнче пурăнакансемшĕн те пысăк тимлĕх уйăрчĕç, вĕсене чей ĕçмелли пылак çимĕçпе тивĕçтерчĕç.
Çавăн пекех Кивĕ Шăмăршă ялĕн старости Владислав Кудряшов та, Васан ял тăрăхĕн активĕпе пĕрле, пĕччен пурăнакан граждансене пылак çимĕçпе савăнтарнă.
Çĕнĕ çул умĕн парне парасси - ырă та пархатарлă ĕç, мĕншĕн тесен кучченеç-парне илекенĕн чунĕнче - çĕкленỹлĕх, чĕринче çутă шанăç туйăмĕсем çуралаççĕ. Пархатарлă ĕç тăвакансен пурнăçĕнче те телейлĕ самантсем хушăнаççĕ.