Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Савăнăçлă уява пăтăрмахсăр ирттерер

Савăнăçлă уява пăтăрмахсăр ирттерер

ÇĔНĔ ÇУЛ - чи кĕтнĕ те савăнăçлă уявсенчен пĕри. Унăн çынсене лайăх туйăмсем çеç кỹмелле. Шел пулин те, яланах кĕтнĕ пек килсе тухмасть çав: уявра инкек пулать-пулатех.

Çĕнĕ çула паллă тумалли хатĕрсем - чăрăш, гирляндăсем тата петардăсем - савăнăçпа пĕрлех инкек-синкек сăлтавĕ те пулса тăма пултараççĕ. Уява тĕрĕс-тĕкел ирттерес тесен уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки çине тимлĕх уйăрмалла.

Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май кашни çуртра тенĕ пекех хитре те капăр чăрăш лартаççĕ, илемлетеççĕ. Анчах та чылай чухне çак уявăн йăлана кĕнĕ тата юратнă символĕ - чăрăш - пушар тухнин сăлтавĕ пулса тăрать.

Çавăнпа та вут-кăвар ан тухтăр тесен çакна шута илмелле:

- чăрăша лайăх тытăнса тăмалла вырнаçтармалла, ăна ăшă паракан хатĕрсенчен, вут çăл куçĕсенчен, çавăн пекех пỹлĕмсенчен тухмалли вырăнсенчен аяккарах лартмалла;

- «ешĕл тумлă пикене» хăвăрт хыпса илме пултаракан материалсенчен хатĕрленĕ теттесемпе капăрлатмалла мар;

- чăрăш çывăхĕнче бенгали çуртисемпе, пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть;

- чăрăша çутатма заводра кăларнă ятарлă электрогирляндăсемпе çеç усă курмалла, ĕçлекен хатĕрсене тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Çавăн пекех пĕчĕк ачасен те чăрăш çывăхĕнче хăйсем тĕллĕн пулмалла мар;

- пỹлĕмрен тухса кайнă е çывăрма выртнă чухне пур электроприбора та розеткăран кăлармалла.

Енчен те вут-кăвар тухсан çухалса каймалла мар: ачасемпе çынсене чăрăш лартнă пỹлĕмрен кăлармалла. Çакăн хыççăн электрогирляндăсене сỹнтермелле. Енчен те инкеке хăвăрăн вăйăрпа сирсе яма май килмесен пушар хуралĕн пайне 01 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле.

Иртнĕ номерти хаçатра асăрхаттарнăччĕ ĕнтĕ, пиротехника хатĕрĕсемпе те тĕрĕс усă курмалла. Кун пирки самантлăха та манас марччĕ.

Хăрушсăрлăх йĕркине пысăк тимлĕх уйăрсан çеç уяв пире савăнăçлă та çĕкленỹллĕ туйăм парнелĕ.



27 декабря 2021
14:34
Поделиться