Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Медсестрана тав турĕç

Медсестрана тав турĕç

«Тавтапуç Сире, тухтăрсем!» акцие Васан ял тăрăхĕ те хастар хутшăнать.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин, Васанти тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ Ираида Гордеева, ялти тĕп шкулăн делегацийĕ - 9 класпа вĕсен ертỹçи Нина Архипова, Анджела Егорова повар - çак кунсенче кунти фельдшерпа акушер пунктне çитсе курчĕç. М.Гаврилова медсестра вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕ.

Хăнасем Марина Анатольевнăна халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав турĕç, çывхаракан Çĕнĕ 2022 çул ячĕпе саламласа уяв кучченеçĕ пачĕç.

- Эсир Гиппократ умĕнче тупа тунине асра тытса куллен Васан тăрăхĕн çыннисене тивĕçлĕ пулăшу паратăр, вуншар çыннăн сывлăхне упрама-çирĕплетме, пурнăçне çăлса хăварма вышкайсăр пысăк тỹпе хыватăр, - терĕ медицина ĕçченне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин. - Хăвăра та ял-йыш ятĕнчен çирĕп сывлăх, иксĕлми ăнăçупа сỹнми телей сунатăп.

Сăмах май, Марина Гаврилова 2012 çултанпа, Канашри медучилищĕре «Сестра ĕçĕ» специальность алла илнĕренпе, медицинăра тăрăшать. Малтан Васанти медпунктра тимленĕ. Кайран, çĕнĕ ФАП уçăлсан, кунта куçнă. Ял çыннисем Марина Гавриловăна ăш пиллĕхпе çепĕç чĕлхишĕн, вăхăтра ырă канаш тата медицина пулăшăвĕ панишĕн, професси ăсталăхĕшĕн хисеплеççĕ, унпа хăйсене шанчăклă туяççĕ.

З.Воробьева.
И.Гордеева сăн ỹкерчĕкĕ.

Редакцирен. «Тавтапуç Сире, тухтăрсем!» акцие районти ытти ял çыннисем те хастар хутшăннă, медицина ĕçченĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, асăнмалăх парне-кучченеç панă. Шурă халатлă ĕçченĕмĕрсем - сывлăх сыхлавĕн шанчăклă хуралçисем!



27 декабря 2021
14:45
Поделиться