Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Анатолий Низамов: «Аннем пилĕ йыхравлă чан пек янăрать...»

Анатолий Низамов: «Аннем пилĕ йыхравлă чан пек янăрать...»

«Пиллĕхлĕ ачасем телейлĕ», - теççĕ халăхра. Аслисем ырă сунса, чăн-чăн çын пулма вĕрентсе каланине кĕçĕннисем ăша хыврĕç пулсан вĕсем пурнăçра тĕрĕс çул çине тăрасси иккĕленỹсĕр. Кун-çулăн тĕрлĕ пăрăнчăкĕ-сулăнчăкĕпе иртсе малашлăх валли пуян опыт çителĕклĕ пухнă атте-анне ăс пани темрен те хаклă, темрен те паха.

Çакна Шăмăршăри Анатолий Низамов çирĕплетсех калама пултарать. 1960 çулхи майăн 27-мĕшĕнче Кучек паççулккинче çуралнăскер, вăл пĕчĕкренех юратнă амăшĕн Хадельниса Миначевнăн пилĕпе ỹснĕ. Пĕччен 4 ача çитĕнтерекен хĕрарăм ĕç пурнăç никĕсĕ иккенне асра тытса тĕпренчĕкĕсене шавах: «Ĕçлеме ан ỹркенĕр: ĕçчен çын ниçта та çухалмасть, пур çĕрте те кирлĕ», - тенĕ. Çак сăмаха хăй чĕрин хĕвелĕ туса вĕреннĕ, ĕçленĕ-ĕçлет, пурăнать çемьери кĕçĕн ача - Толя.

...Тĕрлĕ çĕрте - Кучекра, Баскакра, Упамсара (Патăрьел районĕ), Шăмăршăра вĕренсе вăтам пĕлỹ илнĕ Анатолий.



27 декабря 2021
14:37
Поделиться