Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юнпа хĕрелнĕ шурă юр

Юнпа хĕрелнĕ шурă юр

ПАЛЛĂ ĕнтĕ, «Гитлер планĕпе («Барбаросс» операци) нимĕç фашисчĕсем Мускава вăрçăн виççĕмĕш е тăваттăмĕш уйăхĕсенчех парăнтарасшăн пулнă. «Августăн 15-мĕшĕнче Мускава туртса илмелле, октябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне вара Совет Союзне пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкмалла», - çапла ĕмĕтленнĕ Гитлер нимĕç çарĕсен малтанхи çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса.

Анчах та Хĕрлĕ Çар этемлĕх нихăçан та курман паттăрлăх кăтартни фашистсен ирсĕр планĕсене çапса хуçнă. Нимĕçсем Мускав çине сентябрĕн 30-мĕшĕнче çеç наступлени пуçарма пултарнă. Вĕсем сивĕсем пуçланиччен хулана туртса илме тĕллев лартнă. Октябрь уйăхĕнче фашистсем Мускав патĕнчи фронтăн 400 километрне çурма ункă пек çавăрса илнĕ.

Çакăн пек хăрушă лару-тăрура Совет командованийĕн çĕр-шыври мĕн пур çар вăйĕсене питĕ васкавлăн Мускава хỹтĕлемешкĕн куçарма тивнĕ.

Çĕр-шывăн тĕп хулине хỹтĕленĕ çĕрте пирĕн Шăмăршă районĕнчен çара кайнă çынсем те тăшманпа паттăррăн çапăçнă.

Акă Виçпỹрт Шăмăршă çамрăкĕ Николай Ямщиков, ун чух Ярославльти çар пехотин училищин курсанчĕ, Мускав патĕнчи юнлă çапăçусене тỹрремĕнех хутшăннă. Николай Фролович хăй чĕрĕ-сывă чухне пирĕн редакцире тăтăшах пулатчĕ, совет салтакĕсемпе офицерĕсен фронтри паттăрлăхĕ çинчен тата нимĕçсен тискерлĕхĕ пирки чуна хумхантаракан тĕслĕхсене аса илетчĕ.

- 93-мĕш Хĕвел тухăç Çĕпĕр стрелоксен дивизийĕнчи салтаксем тăшманпа арăслансем пек урса кайса тытăçни манăçмасть, - тетчĕ Н.Ямщиков. - Çĕпĕр çыннисем кăçатăсемпе тата кĕрĕк пиншаксемпе килнĕччĕ, çавăнпа та вĕсем 40 градус сивĕре те аптрамарĕç. Пире те - çамрăк курсантсене - ăшă тумтир тăхăнтартрĕç. Нимĕçсем вара, хĕл лариччен Мускава туртса илме ĕмĕтленнĕскерсем, çỹхе шинельсемпе кăна пулнă. «Пире Сивĕ генерал (Генерал Мороз) пулăшать!» - тетчĕç совет салтакĕсем. Фашистсем шартлама сивве тỹсеймесĕр ушкăнăн-ушкăнăн тыткăна парăнатчĕç, тăм илнипе строя юрăхсăр пулатчĕç, шăнса хытнăскерсем ытла та мĕскĕннĕн курăнатчĕç.

Пĕррехинче, хаяр тытăçу хыççăн, çапăçу хирне тĕрĕслеме тухрăмăр. Пирĕн вилнĕ салтаксен кăçаттисемпе кĕрĕк пиншакĕсене фашистсем хыва-хыва илнĕ иккен. Шăнса пăрланнă кăçатăсене хывайманнипе, урисене чĕркуççинчен аяларах каснă, кайран кăвайт çумĕнче ăшăтса хывса илнĕ. Çак çараурасене пĕр çĕре пухса çĕр айне пытартăмăр, фашистсене пирĕннисемшĕн тавăрма тупа турăмăр.

1942 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пулнă пĕр хаяр çапăçура Николай Ямщиков курсанта йывăр амантаççĕ. Çар госпиталĕнче темиçе уйăх сипленнĕ хыççăн, строя юрăхсăр тесе, ăна килне яраççĕ. Николай Фролович «Правда» колхозра, ял Совет секретарĕнче, каярахпа сысна фермин заведующийĕнче ĕçлет, хуçалăхри ревизи комиссине ертсе пырать. Тивĕçлĕ канăва кайиччен ветеран Шăмăршăри Госстрах тытăмĕнче тỹрĕ кăмăлпа вăй хучĕ.

Редакцин тепĕр тусĕ - Виçпỹрт Шăмăршăри Михаил Васильевич Каримов (Сăрнай Мишши сăвăç) - фронтра рота политрукĕн заместителĕ пулнă. Мускав фронтĕнче 1942 çулхи январьтен пуçласа 1943 çулхи июньччен çапăçнă.

Михаил Васильевич, ытти наградисем пур пулин те, «Мускава хỹтĕленĕшĕн» («За оборону Москвы») медале ытларах хисеплетчĕ, редакци ирттерекен канашлусене те çак медале çакса килетчĕ. Ветеран Мускава хỹтĕлеме хутшăннă район çыннисем çинчен пысăк поэма çырма ĕмĕтленетчĕ. Шел, вилĕм ăна çак çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртме май памарĕ.

...200 ТАЛĂК ытла тăсăлнă хаяр çапăçу нимĕçсене Мускав патĕнче çапса аркатнипе вĕçленнĕ. Çак юнлă тытăçусене икĕ енчен 7 миллион ытла салтакпа офицер, 53 пин ытла орудипе миномет, 6,5 пин ытла танк, 3 пин ытла самолет хутшăннă.

Мускава тăшманран хỹтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентешсене - ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!



20 декабря 2021
09:04
Поделиться