Электричествăпа пĕлсе усă курмалла
Электричество пирĕн пурнăçра тĕп вырăн йышăнать. Унпа пур çĕрте те усă кураççĕ: кил-хуçалăхра та, производствăра та. Шел пулин те, унпа тĕрĕс усă курма пĕлменни тĕрлĕ инкек патне илсе çитерет.
Çулсерен электричество оборудованине тĕрĕс вырнаçтарманнине тата йăнăш ĕçлеттернине пула пушар тухасси ỹснĕçем ỹсет. 2021 çулта кăна акă çак сăлтавпа Шăмăршă районĕнче 7 пушар тухнă.
Паллă ĕнтĕ, электричество пралукĕ тăрăх ток куçнă чух ăшă тухать. Ахаль условисенче вăл тавралăха сапаланать. Кашни электричество «тиевĕ» (нагрузка) валли уйрăм, ятарлă пай суйланать. Енчен те проводникăн уйрăм пайĕ электричество «тиевне» «чăтаймасть» пулсан, ток куçнă май ытларах ăшă тухнипе вăл хĕрсе каять. Çакă изоляцие вут хыптарать.
Электричество сечĕ урлă шăнкăрава, телефона, монтаж пралукне çыхăнтарма та хăрушă. Электричество сетĕнчен пушар тухасси ытларах кĕске замыканирен килет. Тĕрлĕ фазăран килекен икĕ пралук изоляцисĕрех пĕр-пĕринпе çыхăнсан пушар тухасси те инçе мар. Ку çапла пулса иртет: ток куçас хăвăртлăх ỹсет те - пралуксем çийĕнчех хĕрсе каяççĕ, изоляциленĕ тимĕр проводсем ирĕлме пуçлаççĕ, хĕлхем сирпĕнет. Кĕске замыкани вăхăтĕнче çывăхри çунакан-çунтармалли материала вут хыпса илет.
Пушарсен тĕп сăлтавĕ - кил-çурта ăшăтмалли электроприборсемпе усă курмалли йĕркене пăснин. Электроплитка спиралĕ - 600-700, тĕпĕ 250-300 градус таран хĕрсе çитме пултарать. Пысăк температурăна пула плитка айĕнчи япала ĕнме-çунма пултарать. Час-часах, тимлĕхсĕр хăварнă электроплиткăран вут-кăвар сиксе тухать.
Кăçал кăна районта 15 (иртнĕ çул - 23) пушар тухнă, пурлăха 900 пин тенкĕ ытла (АППГ - 3097 пин тенкĕ) сиен кỹнĕ. Юрать, икĕ çулта та çын вилнĕ тĕслĕхсем пулман. Шел, пĕр çын 2021 çулта аманнă, пĕлтĕр ун пекки пулман. Вут-çулăма пула 10 çурт-йĕр кĕл купине çаврăннă, 8-ăшĕ юрăхсăра тухнă.
Пушарсен тĕп сăлтавĕсем çаксем пулнă:
электричество оборудованине тĕрĕс вырнаçтарманни тата йăнăш ĕçлеттерни (7 тĕслĕх - 46 );
вутпа асăрханусăр усă курни (4 - 27 );
хутса ăшăтмалли кăмакапа тĕрĕс мар усă
курни (2 - 13 ); вут тĕртни (1 - 7 );
ытти сăлтавсем (1 - 7 ).
Маларах вут-çулăм алхаснă вырăнта (13 çĕрте) халĕ те пушар тухас хăрушлăх пысăк.
Пушар хуралĕ çапла асăрхаттарать: килтен тухса кайнă чух электричество çутипе приборсене сỹнтермелле, вĕсене çутнă- чикнĕ пулсан ачасене пĕччен хăвармалла мар, юсаман электро- приборсемпе, хăвăр тунă предохранительсемпе усă курма ан васкăр.
Вут-çулăм тимсĕрлĕхпе çăмăлттайлăха каçармасть!
Районти тĕрĕслев надзорĕн тата профилактика ĕçĕн пайĕ.