Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çур ял хаваспах - çур яла ỹкĕтлесе...

Çур ял хаваспах - çур яла ỹкĕтлесе...

ЧĂВАШ автономи облаçĕнче 1930-1931 çулсенче коллективизаци ĕçĕ анлăн сарăлнă. Парти обкомĕ колхозсем йĕркелессине 1932 çулта вĕçлеме палăртнă.

Калас пулать, çĕр-шыври ытти регионсемпе танлаштарсан Чăваш Енре халăх чухăнрах пурăннă. Çын йышĕ пысăк пулсан та, акмалли çĕр сахаллипе хресчен хуçалăхĕсем выçлăхпа нушаланнă.

Колхозсем йĕркеленĕ чух çынсен ирĕклĕх прависене сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсем нумай пулнă. Колхоза чылай чухне харпăр-хăйĕн заявленийĕ тăрăх мар, списокпа илнĕ, çак списока пухура сỹтсе явмасăрах çирĕплетнĕ. Сăмахран, Шамккай ялĕнче 205 хресчен çемйи пурăннă пулсан, коллективизаци ыйтăвĕпе ирттернĕ пухăва 60 çынран ытла пуçтарăнман. Çак йышран вăтăрăшĕ колхоз туса хурассишĕн алă çĕкленĕ, ыттисем вара тытăнса тăнă. Апла пулин те пуху ирттерекенсем района, унтан вара республикăна шамккайсем 100 проценчĕпех колхоза кĕнĕ тесе рапортланă. Çак хыпара республикăри «Красная Чувашия» хаçат пĕрремĕш страницăра шултра сас паллисемпе пичетлесе кăларнă, пурне те шамккайсенчен тĕслĕх илме чĕннĕ.

Енчен те кам та пулин колхоза кĕме килĕшмесен ăна «кулак» тесе айăпланă, «халăх тăшманĕ» туса çемйипех Çĕпĕре ăсатнă. Шăмăршă районĕнче 125 хуçалăха «кулак» тесе айăпланă пулнă, кайран, йăнăш тунине ăнланса, 42 хуçалăха çеç Çĕпĕре ăсатма йышăннă.

Колхоза хăйсен ирĕкĕпе кĕрекенсем те нумаййăн пулнă. Чухăн пурнăç йăлăхтарнипе, хресченсем пĕрлешỹллĕ хуçалăх йĕркелени лайăх пуласса çирĕп ĕненнĕ, ку тĕлĕшпе агитаци ĕçне анлăн сарни те халăх кăмăлне çавăрма пулăшнă.

Районта чăн малтан Ивановка тата Триер паççулккисенче пурăнакансем «Триер» колхоз (1928 çул) йĕркеленĕ, председатель пулма Михаил Капчикова суйланă. Çав çулах Хайпăла (Красный Ключ) паççулккинче те колхоз туса хунă.

Шăмăршăра - «Труженик» (1930ç.), Энтĕрьелĕнче - «Мотор» (1931ç.), Асанкассинче - «Юлташ» (1930ç.), Пăчăрлă Пашьелĕнче - «Красная нива» (1930ç.), Патирекре - «Искра» (1929ç.), Васанта - «Красная Победа» (1930ç.), Ярăславра - «Пламя труда» (1930ç.), Хĕрлĕ Васан паççулккинче - «Красный Вазан» (1931ç.), Пуянкассинче - «Заря» (1931ç.), Кахăрлă Шăхалĕнче - «Знамя Октября» (1931 ç.), Канаш паççулккинче - «Канаш» (1931ç.), Ирçе Тĕккинче - «Мекиш» (1930ç.), Пĕрремĕш Никишинăра Космовский ячĕллĕ (1930ç.), Иккĕмĕш Никишинăра - «Заря свободы» (1930ç.), Улмаллăра - «Маяк революции»(1930ç.), Çĕнĕ Чукалта (Пулмантăш) Чапаев ячĕллĕ (1930ç.), Вырăс Чукалта - «Красный партизан» (1931ç.), Кивĕ Шăмăршăра - «Динамо» (1930ç.), Çĕнĕ Шăмăршăра - «Новая деревня» (1931ç.), Кивĕ Чукалта - «Красный пахарь» (1930ç.), Палтиелĕнче - «Красная Звезда» (1930ç.), Хайпăлара - «Первое Мая» (1934ç.), Хайпăла паççулккинче - «Красный ключ» (1928ç.), Виçпỹрт Шăмăршăра - «Правда» (1930ç.), Анат Чаткасра - «Трактор» (1929ç.), Тури Чаткасра - «Красный воин» (1930ç.), Ивановкăпа Триер паççулккисенче - «Триер» (1928ç.), Максим Горький паççулккинче - «Максим Горький» (1933ç.), Шамккайра - «Светлый путь» (1930ç.) колхозсем йĕркеленĕ.

Çапла вара, районта пурĕ 30 колхоз йĕркеленĕ, вĕсем 2486 хресчен хуçалăхне пĕрлештернĕ. Колхозсенче 1587 пуç лаша,180 пуç ĕне, 458 пуç сурăх, 1061 пуç сысна усранă. Пурĕ 98 жнейка, утă çулмалли 10 косилка, 48 молотилка, тырă тасатмалли 14 триер машина, 60 веялка шутланнă.

Ив.САЛАНДАЕВ,
таврапĕлỹçĕ.



10 декабря 2021
14:18
Поделиться