Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патирекре - çĕнелнĕ ДЕПО

Патирекре - çĕнелнĕ ДЕПО

ПУШАР вăл - мĕн тери пысăк, хăрушă инкек. Вăрă килет те хăйне мĕн кирлине кăна илсе тухса каять, «хĕрлĕ автан» ташлама пуçласан вара хăй хыççăн кăмрăкпа кĕл купи çеç хăварать. Вут-çулăм тухасран пирĕн питĕ асăрханса пурăнмалла. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пĕлни, вут-çулăма сỹнтермелли хатĕрсемпе усă курма хăнăхни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Чылай ял пирĕн район центрĕнчен аякра вырнаçнă. Паллах, Турă ан ятăр ĕнтĕ, инкек сиксе тухас пулсан, чи хăвăрт çỹрекен машина та пушар тухнă вырăна вăхăтра (федераци регламенчĕ çинчен калакан саккунĕ хушнипе 20 минутра) çитсе ĕлкĕреймест. Çакна шута илсе депосем уçма, пуррисене тĕпрен юсаса çĕнетме тытăнчĕç.

Çак кунсенче Палтиел ял тăрăхĕнчи Патирек ялĕнче тĕпрен юсанă хыççăн пушар деповне уçнă. Пушар деповне тĕпрен юсас ĕçе вырăнти пуçару проекчĕпе йĕркеленĕ, 544523,46 тенкĕ укçа тăкакланă.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чăваш Республикинче пушара хирĕç кĕрешекен службăн начальникĕ Герман Михайлов, республикăри ВДПО Канашĕн председателĕ Светлана Сергеева, Чăваш Республикин - Чăваш Енĕн пушар сỹнтерекен тата аварипе çăлав ĕçĕсен организацийĕн управленийĕн пушар сỹнтерес ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ, шалти службăн полковникĕ Александр Зобов, Шăмăршă районĕнчи 42№ пушар пайĕн начальникĕ Александр Фомин хутшăннă, сăмах каланă.

Çĕнетнĕ пушар деповĕн çуртне йышăннă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов Шăмăршă районĕнчи пушара хирĕç кĕрешекен службăна аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ депосем туни, пуррисене тĕпрен юсаса çĕнетни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Кăçал Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче те депо туса хута янине, çавăн пекех районти 42№ пушар пайне пушар техникипе - автоцистернăпа тивĕçтернине асăнса хăварнă.

Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен службин начальникĕ Г.Михайлов сăмах илнĕ май Шăмăршă районĕ вут-çулăмпа кĕрешес тата халăха пушартан сыхлас тĕлĕшпе тепĕр пĕлтерĕшлĕ утăмтунине палăртнă. Вăл пушар сыхлавçисене йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу суннă.

Хăнасем пушă алăпа килмен, вĕсем пушар хуралĕн йышне вут-çулăмран хỹтĕлекен тум- тир комплекчĕ парнеленĕ. Мероприятие хутшăннисем пушар хуралĕн çуртне пăхса тухнă, кунти мĕн пур хатĕр-хĕтĕрпе паллашнă. Депора ăшă, çутă, пур алăкпа чỹречене те çĕннисемпе улăштарнă. Кунта чрезвычайлă лару-тăрăва тата пушарсене пĕтерес тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама тата талăкĕпех дежурствăра тăма пĕтĕм услови пур.

Ялсенчи пушар деповĕсене хута яни, каламасăрах паллă, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Инкек сиксе тухсан çывăхри машинăсем вут-çулăмпа кĕрешме чылай хăвăртрах çитĕç, çынсен мĕн пурнăç тăршшĕпех пухнă пурлăхне çăлса хăварĕç, кĕл купи çине кăна тăрса юласран сыхлĕç.

Е.САВЕЛЬЕВА.

СПРАВКА

Тăхăр ял тăрăхĕнчен пиллĕкĕшĕнче пушар техники пур. Çав шутра: 1 муниципаллă пушар хуралĕ тата пушар сыхлавçисен 4 ирĕклĕ команди. Пур машина та ăшă пỹлĕмсенче тăрать.



10 декабря 2021
14:21
Поделиться