Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкулĕ çĕнĕ, пỹлĕмĕсем хăтлă

Шкулĕ çĕнĕ, пỹлĕмĕсем хăтлă

Савăнăçлă хыпар: Шăмăршă вăтам шкулĕнче тахçантанпах кĕтнĕ юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ! Тинех шăпăрлансем икĕ сменăпа вĕренсе тертленмĕç, ашшĕ-амăшĕ те вĕсемшĕн пăшăрханмĕç, вĕрентекенсем те тăсăлнă ĕç кунне пула вăхăта сая ямĕç.

Пĕлỹ вучахне тĕпрен юсасси 2020 çултах пуçланнă. Çак ĕçе «Строитель Плюс» сахал яваплă общество (генеральнăй директорĕ - Евгений Антонов) хăй çине илнĕ. Малтан шкул çивиттине çĕнĕрен витнĕ, фасадне КРАСПАН панельпе «çĕленĕ», пластик чỹречесем лартнă.

2021 çулта вара кунти ĕç-пуç тата хĕрỹрех пулнă. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пула туса пĕтереймен ĕçе - фасада «çĕлессине» вĕçленĕ. Шывпа тата ăшăпа тивĕçтерекен пăрăхсене улăштарнă, батарейăсем лартнă, канализацие хута янă. Электричество пралукĕсене çĕннипе улăштарса светильниксем лартнă. Коридорсемпе класс пỹлĕмĕсенче штукатур-маляр ĕçĕсене тунă, урайне линолеум сарнă. Халĕ пур çĕрте те - илĕртỹллĕ çĕнĕ алăк.

Çавăн пекех спорт зала та чĕрĕ сăн кĕртнĕ строительсем: стенапа урайне сăрланă.

Кăçалхи юсав икĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕ июнĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Ун чухне 15 285 845 тенкĕ укçа тăкакланă. Иккĕмĕш тапхăрти ĕç-пуçа июлĕн 16 – декабрĕн 15-мĕшĕсенче тума палăртнă пулсан, юсав ноябрь вĕçĕччен çеç тăсăлнă. Çак вăхăтра 23 645 065 тенкĕпе усă курнă.

Тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем, специалистсем, паллах, яваплăхпа палăрнă строительсем пысăк пĕлтерĕшлĕ юсав ĕçне пĕрлехи тỹпене хывни хăйĕн «çимĕçне» пачĕ-пачех. Пурнăç таппинчен юлмасăр, çĕнĕ технологие пăхăнса ирттернĕ строительство ĕçĕ пĕлỹ çуртне кермене çавăрнă, класс пỹлĕмĕсем илемлĕ те хăтлă, ăшă та çутă. Вĕрен те вĕрен!

Шăмăршă вăтам шкул коллективĕ, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ пĕлỹ вучахĕ çĕнелсе улшăннишĕн, вĕренме условисем лайăхланнишĕн питĕ кăмăллă.

З.Свеклова.

Шухăш

Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 10б класс вĕренекенĕсем:

- Пирĕн шкулăмăр сăн-сăпачĕ тĕпрен çĕнелчĕ. Малтан кивĕ, юхăннă çуртра вĕреннине ĕненес те килмест. Пĕлỹ илмешкĕн пĕтĕм услови пур. Канса илмелĕх те май çителĕклĕ. Пире халĕ начар вĕренме, йĕркелĕхе пăсма намăс та. Строительсене мĕн пур вĕренекен ятĕнчен чĕререн тав тăватпăр.

6 класра вĕренекенсем:

- Эпир - спортпа туслă ачасем. Спорт залĕ çĕнелнĕшĕн шутсăр савăнтăмăр. Пире сăрă кайнă урай пионербол, волейбол, баскетбол вăййисене вылянă чух чăрмантаратчĕ: камăн ăçта тăмалли паллă марччĕ. Халĕ ун пек чăрмав çук! Паллă спортсмен, чемпион пуласчĕ-ха!

Е.Савельева калаçнă.



03 декабря 2021
15:47
Поделиться