Г.Тал-Мăрса çыравçă - асăмăрта!
СТУДЕНТ чухне, чăваш драмин аталанăвĕ пирки курс ĕçĕ çырнă вăхăтра, Чăваш патшалăх Наука тĕпчев институчĕн архивĕнче Çтаппан Лашманпа Микихвер Ваçанкка çыравçăсен ĕçĕсемпе паллашма тивнĕччĕ.
Çтаппан Лашман пирĕн районти Патирек ялĕнче çуралса ỹснĕ, чăн малтанхи чăваш драматургĕсенчен пĕри, чи пирвайхи Чăваш радио директорĕ пулнă. Хăйĕн аса илĕвĕнче çыравçă Шăмăршăра революцичченех драма кружокĕ ĕçлени çинчен те асăннă, ăна Г.В.Зайцев учитель ертсе пынине палăртнă.
Кам-ха вăл Г.В.Зайцев? Лашман Зайцев Георгий Васильевич Тал-Мăрса тесе ăнлантарса парать.
Г.В.Зайцев (Тал-Мăрса) пирĕнпе кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Пасарлă Упи ялĕнче çуралнă. Чăваш литератури аталанăвĕн пуçламăшĕнче Г.В.Тал-Мăрса ячĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл çыруллă чăваш поэзине, драматургине, прозине пуçарса яракансенчен пĕри пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Çтаппан Лашман та, Микихвер Ваçанкка та ăна «чăн малтанхи чăваш драматургĕ» тесе асăнаççĕ.
Шăмăршă ялне Г.В.Тал-Мăрса 1916 çулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ хыççăн, килнĕ. Ăна вулăс центрĕнчи пуçламăш шкулта ĕçлеме шанаççĕ. Георгий Васильевич ачасене вĕрентнипе çеç çырлахмасть, халăхра культура идейисене сарма тăрăшать. Учитель пуçарнипе Шăмăршă шкулĕ çумĕнче драмкружок йĕркеленĕ, вырсарни пасарне пухăннă йышлă халăх умĕнче Г.В.Тал-Мăрса хăй çырнă «Суя Кулля» тата «Рамата Хĕветĕрĕ» кĕске пьесăсене лартса панă.
Шăмăршăра ĕçленĕ çулсенче Г.В.Тал-Мăрса «Кỹлешỹпе юрату» пьесăпа «Ухатер» драма çырнă, «Мăрсапай» поэма та çырма пуçланă. 1917 çулта Г.В.Тал-Мăрса Хусанти Çурçĕр Хĕвел тухăç халăхĕсен этнографийĕпе археологийĕн институтне вĕренме кĕрет. Институтра çамрăк сăвăç «Силпи - Пăлхар пики», «Атилла», «Архайхан», «Мăрсапай» поэмăсем çырса пĕтерет, «Вăйлисен айăпĕ» сăвăлла трагедине малалла çырать.
Вĕреннĕ вăхăтра - 1918-1921-çулсенче - Г.В.Тал-Мăрса чăваш театрне пуçарса ярас ĕçе активлă хутшăннă. И.Максимов- Кошкинскипе, Ф.Павловпа, М.Акимов-Аруйпа,П.Осиповпа, Н.Ваçанккапа пĕрле театр йĕркелет. Г.В.Тал-Мăрса чăваш театрĕн иккĕмĕш режиссерĕ пулса ĕçлет.
Пултаруллă драматург, режиссер тата поэт Г.В.Тал-Мăрса тиф чирĕпе йывăр аптăраса çирĕм ултă çултах çĕре кĕрет. Вилес умĕн вăл «Харамса», «Уххиме», «Чĕтнер ялĕнче» хайлавсем çырса хăварать, вĕсенче чăваш ялĕн пурнăçне сăнласа парать. Поэт архивĕнче çавăн пекех «Ухатер» трагикомедипе «Кам айăплă?» социаллă драма ал çырăвĕсем те упранаççĕ.
Çак кунсенче Г.В.Тал-Мăрса çуралса ỹснĕ Упи ялĕнчи вăтам шкул çурчĕ çине чаплă лару-тăрура Асăну хăми вырнаçтарчĕç. Унта Георгий Васильевич вилес умĕн хайланă йĕркесене те çырнă:
«Манĕ Тĕнче. Манĕ-ши?
Çук, манас çук вăл мана.
Хам вилсен те, асăнĕ
Чăваш манăн ятăма.
Çакăн пек хăмана паллă драматург тата поэт ĕçленĕ Шăмăршăри вăтам шкул çурчĕ çине те çапсан çамрăк ăрушăн питех те лайăх пулĕччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ,
Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи